Çамрăксен фестивалĕнче

Район 90 çул тултарнине, çавăн пекех Раççейри Экологи, Чăваш енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалласа централизациленĕ клуб системи çамрăксен культурин «Поколение NEXT» фестивальне ирттерчĕ.

Раççей кунĕ çывхарса пынă май, концертра ку уяв сĕмĕ те палăрчĕ. Куракансене хăйсен пултарулăхĕпе конкурсăн икĕ тапхăрĕ витĕр тухса çĕнтернĕ ача-пăча коллективĕсем – ÿнер шкулĕн, ача-пăча пултарулăх çурчĕн, «Рассвет», «Химик» спорт клубĕсен, «Аса ил» тата Олег Семеновăн вокалпа инструмент ансамблĕсем, Эдуард Алгашев, Илья Андреев, Татьяна Ефимова, Анастасия Ермошкина, Юлия Савина – саламларĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем хаваслăх кĕртрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678811&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Çамрăксен фестивалĕнче" здесь: