Çитĕнÿсем – куç умĕнчех

Иртнĕ шăматкун Вăрнарта Химик кунĕ ячĕпе пысăк уяв иртнĕ. Кăçал ăна официаллă датăран кăшт каярах йĕркелерĕç. Çакă иртнĕ эрнере «Август» Фирмăн Беларуçри завочĕн 10 çулхи юбилейне ирттернипе, компани ертÿлĕхĕ, çавăн пекех Вăрнар завочĕн делегацийĕ унта хутшăннипе çыхăнчĕ.

Химик кунĕ – район çыннисемшĕн юратнă уявсенчен пĕри. Уява поселокра пурăнакансем  çеç мар, ял çыннисем те йышлă хутшăнаççĕ.

Çак кун ирхине «Август» компанин генеральнăй директорĕ Александр Усков тата Вăрнарти завод директорĕ Владимир Свешников Шупашкарта Чăваш ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Калаçура Вăрнар поселокĕн социаллă инфраструктурине аталантарас ыйту тĕп вырăнта пулнă. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ республика бюджетне пысăк налуксем хывать, 2016 çулта 804 млн тенкĕ куçарнă.

Професси уявĕн официаллă пайĕ завод управленийĕн актовăй залĕнче иртрĕ. Кунта производствăра малта пыракансене чысларĕç. «Эсир маттурсем! Пĕлтĕр завод продукци кăларассипе рекорд турĕ. Кăçал, паллах, вăл татах пысăкланĕ. Çитес çул вара завод хăвата пушшех ÿстерĕ – 30 пин тоннăран та иртсе кайĕ. Пурне те пысăк тав!

Предприяти продукцийĕ пĕчĕккĕн пулин те, ман шутпа, пĕтĕм тĕнчипе саланать. Вăл ăçтан килнине пĕлме завода ют çĕршывсенчен курма килсех тăраççĕ. Продукцие ыйтаççĕ. ,ç те пулать. Çитменнине, Тутарстан Республикинче çĕклеме пуçланă «кĕçĕн шăллĕне» пулăшмалла. Вăрнарти специалистсен пĕр пайĕ Алабугăри завода çĕклеме куçасса шанатăп.

Пенсионерсем те лăпкă пулма пултараççĕ, мĕншĕн тесен «Август» компанин тупăш пур, эппин, хушма пенсисем те пулĕç. Шалу фончĕ çулсерен ÿссе пырать», – терĕ коллектива тав туса «Август» компанин генеральнăй директорĕ Александр Усков.

Завод директорĕ Владимир Свешников та коллектива саламларĕ, предприятире оборудовани тăтăшах çĕнелсе пынине, завод транспорчĕпе грузсем турттарасси палăрмалла ÿснине, социаллă ĕç чылай пурнăçланине палăртрĕ. Вăл республика ертÿлĕхĕпе налук укçине социаллă проектсене пурнăçлама Вăрнара ытларах тавăрасси пирки  калаçнине пĕлтерчĕ.

Завод ĕçченĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов саламларĕ. Вăл производствăра малта пыракансене чысларĕ. Раççей промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотисене 181-мĕш цех мастерĕ Андрей Давыдов, логистика пайĕн пуçлăхĕ Петр Кудряшов тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотисене полимерлă тарăсен цехĕн технологне Марина Агеевана, 180-мĕш цех мастерне Сергей Ермолаева, тĕп энергетик пайĕн пуçлăхне – тĕп энергетика Андрей Семенова пачĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе полимерлă тарăсен цехĕн механикне Александр Яковлева, склад хуçалăхĕн пуçлăхне Геннадий Федотова, ăшă энергийĕн цехĕн пуçлăхĕн çумне Николай Степанова чысларĕç. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине таможня пайĕн пуçлăхĕ Иван Пивень тивĕçрĕ. Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Л.Черкесовăн Тав çырăвĕсене 180-мĕш цех пуçлăхĕ Елена Буданова, «Звездопад» филиал директорĕ Владимир Яковлев, 180-мĕш цех аппаратчикĕ Александр Краснов илчĕç.

– Завод пулăшнипе стадиона хăтлăх кĕртес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, ку ĕçе завод сахал мар укçа-тенкĕ хыврĕ. Завод пулăшнипе магистральлĕ линиллĕ тасатакан сооруженисене проектлас ĕçсем пыраççĕ. Çулсене юсас тата çĕнетес,  Вăрнарта шкул çĕклес ыйтусене сÿтсе явнă, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев завод ĕçченĕсемпе ветеранĕсене саламланă май. Вăл ултă ĕçчене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Çавăн пекех ĕçре палăрнисем «Август» Фирмăн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн грамотисене тивĕçрĕç. Пухăннисене Шупашкарти «Артикль» ушкăн саламларĕ.

Кăнтăрла иртсен уяв паллă пулăмпа тăсăлчĕ – реконструкци хыççăн «Химик» стадиона уçрĕç. Строительство ĕçĕсем кунта 2014 çултанпа пынă. Нумайăшĕ кунашкал стадион Чăваш енре урăх çуккине палăртать. Малтанах кунта бюджет укçипе искусствăлла сийлĕ футбол уйĕ çĕклерĕç. Реконструкцие тăсса «Август» компани тартан сийлĕ чупу çулĕсене, хоккей коробкине тата трибунăсене, баскетболпа пысăк теннис площадкисене тата ыттине тума укçа-тенкĕ уйăрнă. Строительство ĕçĕсене компанин «Звездопад» филиалĕн ĕçченĕсем пурнăçларĕç, кунти субботниксене заводра тимлекенсем хастар хутшăнчĕç. Кĕçех «Август» компани Вăрнарта нумай кĕтнĕ тата тепĕр спорт объектне çĕклесе лартĕ. Александр Усков çитес çул Вăрнарта бассейн пулассине пĕлтерчĕ.

Стадиона, чи малтанах, ачасем валли тунă. Çавăнпа та уя чи малтан тĕрлĕ спорт секцине çÿрекенсем тата Вăрнарти 2-мĕш шкула çÿрекенсем тухрĕç. 300 ытла шкул ачи флеш-моб кăтартрĕç. Хыççăн футбол матчĕ пуçланчĕ. «Химик– Август» 4:0 шутпа «Ибреси» футбол клубĕн командине çĕнтерчĕ. Вăйă Чăваш ен чемпионачĕ йĕркипе иртрĕ. Хыççăн Раççей первенствин Атăлçи зонинчи вăййисен йĕркипе çамрăксем тупăшрĕç. Шел те, «Химик–Август» Чулхулари «Радий» командăна çĕнтереймерĕ.

Хальхи Химик кунĕ вăрнарсене йывăçран касса кăларассипе Пĕтĕм Раççейри фестивале ирттернипе те асра юлчĕ. Тĕрлĕ регионти 10 маçтăр виçĕ кун тăршшĕпе юмахри сăнарсене калăпларĕç. Хăнасем вĕсен пултарулăхĕпе чăннипех тĕлĕнчĕç, скульптурăсем чĕрĕ пек туйăнаççĕ-çке! 1-мĕш вырăна пирĕн ентеш, Вăрманкасра çуралса ÿснĕ Андрей Кошкин тивĕçрĕ. Ун ĕçĕ – Тинĕс патши. Фестиваль йĕркипе ăсталанă ĕçсем пурте Вăрнартах юлаççĕ, вĕсене паркра тĕрлĕ çĕрте вырнаçтарĕç.

Тепĕр пулăм – «Август» кану паркĕнче канат аттракционне уçни.

Хальхинче те хăнасене, уйрăмах ачасене, шаржистсем савăнтарчĕç. Уява килнисен чÿлмек ăсталама, велооркестра тата ытти нумай-нумай çĕре хутшăнма май пулчĕ. Батутсемпе аттракционсем тÿлевсĕр ĕçлерĕç.

Уяв концерчĕ карап палуби çинче иртрĕ. Вăрнарсемпе ытти районсенчен килнĕ хăнасене заводăн «Все равно» вокалпа инструменталлă ансамбль, ача-пăча ÿнер шкулĕн «Эйфория» ушкăнĕ, Шупашкарти «StudLaif» эстрада ушкăнĕ саламларĕç. Каçхине паркра пухăннисем «Дилериум» ушкăнăн çутă шоуне, каярах уяв салютне курса киленчĕç.

Парка кĕрекенсем «Август» любит Вурнары!» тесе çырнине курчĕçех, паллах. Кусем ахаль сăмахсем мар, çакна ĕçсем çирĕплетеççĕ.

Людмила ИВАНОВА.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678239&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Çитĕнÿсем – куç умĕнчех" здесь: