Мы в соцсетях:


ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 3

Кăçалхи сакăр уйăхра мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче сĕт 26947 тонна, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 10154,6 тонна (пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 2,3 тата 4,3 процент нумайрах) туса илнĕ.

Январь – август уйăхĕсенче мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 3367 тонна, вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 2407,4 тонна (пĕлтĕрхинчен 7,4 процент ытларах) туса илме пултарнă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Луч», «Янгорчино», «Победа», «Хорнзор», «Броневик» хуçалăхсен ĕç кăтартăвĕсем уйрăмах лайăхланнă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 17292 пуç, вăл шутран ĕне 8013 пуç шутланать. Сакăр уйăхра, пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăхсен йышĕ 315 пуç, ĕнесен хисепĕ 69 пуç ÿснĕ. Чăваш енĕн патшалăх статистикинчен пĕлтернĕ тăрăх, район сĕт туса илессипе тата сутассипе республикăра виççĕмĕш вырăнта. Аш-какай туса илсе ăна сутассипе те виççĕмĕш, çавăн пекех мăйракаллă шултра выльăхсен тата сыснасен шучĕпе те виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/315-vyl-kh-jysh-sn


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: