Мы в соцсетях:


Юбилей ячĕпе – велочупу

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Вăрнар районĕн 90 çулхи юбилейне халалласа «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн çамрăк ĕçченĕсен Канашĕ велочупу йĕркелерĕ.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче унта хутшăнакансем Вăрнарти фитнес-центр умĕнче пухăнчĕç. Вĕсен хушшинче завод çамрăкĕсем çеç мар, аслăрах çулсенчи велосипедистсем тата шкул ачисем те пулчĕç. «Солнце на спицах, синева над головой», – юрăри çак сăмахсем вĕсем çинчен каланăнах туйăнчĕ, мĕншĕн тесен çанталăкĕ те лайăх, пурин кăмăлĕ те çĕкленÿллĕ пулчĕ.

Велосипед маршручĕ Вăрнартан Вăрманкаса çити выртрĕ. Акцие хутшăнакансем хăйсем сывă пурнăç йĕркипе туслине кăтартса пачĕç çеç мар, районăн илемлĕ вырăнĕсемпе те киленме пултарчĕÇ.

Людмила ИВАНОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/328-yubilej-yach-pe-velochupu


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: