Мы в соцсетях:


Халăхшăн тăрăшать, пулăшу пама васкать

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Пăртасри ветеринари участокĕнче ĕçлекен Юлия Кораблева кăмăлĕпе ырă, сăпайлăхĕ те çителĕклех унăн. Вăл ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене аса илме кăмăллать. Ахăртнех, иртни чун-чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă.

– Çут тĕнчене ытахальтен килместпĕр тесе шутлатăп. Анчах та кашнин пурнăçра хăйĕн çул-йĕрне тупма пĕлмелле. Эпĕ ветеринарта ĕçлеме пуçланăранпа вăтăр çул та çитрĕ. Уншăн аттепе аннене тав тăвас килет. Мĕншĕн тесен вĕсем мана ветеринара вĕренме сĕнчĕç. Çывăх та юратнă çынсене хирĕçлеме пултараймарăм, çавăнпа саккăр пĕтерсен Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕтĕм, – çапла пуçларĕ калаçăва Юлия Львовна.

Вăл Красноармейски районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. Пĕрремĕш класа Яманак шкулне кайнă. Пĕлĕве малалла та çак вĕренÿ учрежденийĕнче туптанă. Пĕр класри юлташĕсемпе вĕренÿре те, класс тулашĕнчи мероприятисенче те хастарлăхпа палăрнă. Юлия пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлнĕ, ытларах чух ашшĕпе амăшне пĕр-пĕр ĕçре пулăшнă.

– Икĕ ĕнерен кая нихăçан та пулман пирĕн. Паллах, пăру та, сурăхсем те усранă. Сыснасем те çулсерен тытнă. Выльăх йышĕ пуртан кашнин валлиех ĕçĕ çителĕклĕччĕ. Анне колхоз ферминче сыснасм пăхатчĕ, атте бригадирта ĕçлетчĕ. Иккĕшĕ те киле часах таврăнаймастчĕç. Çемьере виçĕ ача, эпĕ – асли. Ахальтен мар килти ĕçсене пурнăçлама мана шанатчĕç. Шкулта вĕреннĕ çулсенче ларма-тăма пĕлмен пулĕ çав. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн киле çитсен çири çи-пуçа улăштарса тăхăннă та пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама пикеннĕ. Сыснасене апат хатĕрлесе парасси е витери айсарăмне тасатасси йывăрлăх кÿместчĕ мана. Ку ĕçсене юратсах тунă. Çавăн пекех ĕне сума та ÿркенмен. Каникул кунĕсенче вара анне патне фермăна кайнă. Ăна ĕçре май килнĕ таран пулăшнă, мĕн хушнине чыслăн пурнăçланă, – терĕ Ю.Кораблева.

Вĕренме те, ĕçлеме те юратнă хĕр. Анчах та çамрăка килти выльăхсем чирлени, çавна пула ашшĕпе амăшĕн ветеринара час-часах тархаслама тивни пăшăрхантарнă. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрмашма килĕштернĕрен тата çывăх çыннисен сĕнĕвне шута хунăран Вăрнарти техникумра ветеринара виçĕ çул ытла вĕреннĕ.

– Ырă вăхăтсем асран тухмаççĕ. Вĕренĕве практикăпа çирĕплетмесĕр май çук-çке. Пире, темиçе вĕренекене, Мичурин ячĕллĕ колхоза ячĕç. Пăртас ялĕнче пурăнма çурт тупса пачĕç. Ĕç хыççăн телевизор кăна пăхса ларас килмест, каçсерен Шăхальти клуба тухса çÿреме пуçларăмăр. Çавăн чухне Пăртас каччипе Сергейпа паллашма тÿр килчĕ. Ун хыççăн вăл манран уйрăлмарĕ. Пĕр-пĕринпе кашни каç тĕл пулма пуçларăмăр. Иксĕмĕр те юрату авăрне çаклантăмăр. Вĕреннĕрен пĕрлешесси пирки тăхтама каларăм. Сергей килĕшрĕ. Диплом илсен Красноармейски районĕнчи Ешкилт ялне каялла таврăнтăм. «Союз» ятлă сысна комплексне ветеринара вырнаçрăм. Ĕçе хăвăрт хăнăхрăм, – калаçу çăмхине сÿтрĕ Юлия Львовна.

Çулталăк туслăх хĕлхемне ялкăштарнă, хыççăн туй тусах çемье çавăрнă. Юлия Львовнан телейĕ юнашарах çÿренĕ, Пăртасри ветеринари участокĕнче ĕç тупăннă. Ветеринар тивĕçне пурнăçлама тытăннă май участока кĕрекен ялсенчи уйрăм çынсен выльăхĕсене чир-чĕртен сыхласси тата сиплесси малти вырăна тухса тăнă. Мăшăр Пăртасра пурăннă çулсенче Вăрнарта çĕр илнĕ. Кайрантарахпа çав лаптăкра кирпĕчрен çурт çĕклесе лартнă.

– Вăрнара куçсан та Пăртасри ветеринари участокĕнчи ĕçрен уйрăлмарăм. Халĕ те кашни кун унта çÿретĕп. Алина Языковăпа пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Кашни çыннăн хушма хуçалăхĕнче миçе выльăх пулнине лайăх пĕлетпĕр. Профилактика ĕçĕсене вăхăтра ирттеретпĕр, – пĕлтерчĕ Юлия Львовна.    

Кораблевсем 5 ачана пăхса çитĕнтернĕ: 4-шĕ ĕçлеççĕ, кĕçĕнни Шупашкарта техникумра вĕренет. Мăшăрсем Вăрнарта тĕпленнĕ пулин те выльăх тытаççĕ, ĕнепе пăру тата сурăхсем усраççĕ. Иккĕшĕ те ирех тăраççĕ те ĕçе пикенеççĕ. Кунĕпе те канлĕх мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем. Вăтăр çул пĕрле пурăнаканскерсене нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть, пĕр-пĕрне килĕштерсе тата итлесе пурăнни малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхма майсем туса парать.

Юлия Кораблева канмалли кун-и е çумăр çăвать-и – пулăшу кĕтекен патне çитме васкать, чирлĕ выльăха ура çине тăратассишĕн чунран тăрăшать. «Ерçейместĕп», – тесе нихăçан та каламасть, мĕншĕн тесен халăхшăн тăрăшассине мала хурать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/330-khal-khsh-n-t-r-shat-pul-shu-pama-vaskat


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: