Мы в соцсетях:


ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Уй-хир кунсерен пушанать. Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15731 гектар (99,4 процент) çапса тĕшĕленĕ, пÿлмене 48501 тонна тырă кĕнĕ. Вырмана Вăрнарти аш-какай комбиначĕ тата икĕ фермер хуçалăхĕ вĕçлемен, ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче тырпула вырса пĕтернĕ. Гектарти вăтам тухăç 30,8 центнер. Кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах.

Районта «иккĕмĕш çăкăра» 453 гектар лартса çитĕнтернĕ. Сентябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне 373 гектар (82 процент) кăларнă. Çĕрулмие 7964 тонна пухса илнĕ. Вăтам тухăç 214 центнерпа танлашать. «Санары» тата «Мураты» хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» кăларас ĕçе вĕçленĕ.

Хăмла 11 гектар татнă. Гектарти тухăç 20 центнер. 4790 гектар кĕрхи çĕртме тунă. Кĕрхи культурăсене 4833 гектар (72 процент) акнă.

Нумай çул ÿсекен курăксене 6634 гектар (86 процент) çулнă. Утă 7064 тонна (106 процент) хатĕрленĕ. Силос 900 тонна янтăланă.

Ял ĕçченĕсем кашни уяр кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/333-uyar-kunra-re


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: