Мы в соцсетях:


ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Республика 2017Ÿ2018 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессинчи юлашки ĕçсене вĕçлесе пырать, çак кунсенчех шкулсемпе ача сачĕсене, больницăсемпе пурăнмалли çуртсене ăшă парса тăма тытăнчĕç.

– Республика территорийĕнчи 8 муниципаллă пĕрлешÿри коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 100 проценчĕпех хатĕрлесе çитернĕ. Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Тăвай, Елчĕк районĕсем тĕлĕшпе нимĕнле асăрхаттару та, çитменлĕх те çук, – тесе пĕлтерет ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов. – Тепĕр 9 муниципаллă пĕрлешÿпе вара хутмалли тапхăра хатĕрленнин проценчĕ республикăри вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем топливăпа энергетика комплексĕ хытă тата шĕвĕ топливăсен саппасне (мазут тата дизтопливо – 28,4 пин т., çĕркăмрăкĕ – 405 т.) кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хунă. Коммуналлă котельнăйсене ĕçлеттерме резервра электроэнергипе тивĕçтерекен 421 «çăлкуç» пур: вĕсенчен 250-шĕ – куçса çÿрекеннисем, 171-шĕ – стационартисем. Авариллĕ лару-тăру сиксе тухсан ăна сирсе яма хутшăнакан 33 формировани йĕркеленĕ, унта 7500 çынна тата 1200 единица техникăна кĕртнĕ, тесе пĕлтерет ЧР Строительствăпа архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-служби.

Район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, район кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра кĕрессипе çыхăннă ĕçсен 95 :-не пурнăçланă. Район территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ 95 çурт хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр. 5 çуртăн паспорчĕсем октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла.

Мĕнпур 11 котельнăй та ĕçлевлĕ. Хальхи вăхăтра 6-мĕш котельнăйра çĕнĕ котел вырнаçтарассипе тимлеççĕ. Калинино салине резерв котелĕ çитермелле.

Хваттерсене ăшă парасси çивĕч ыйтупа та çыхăннă. Поселокри ăшăпа тивĕçтерекен организаци «Газпром Межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплă обществăна 19 млн тенке яхăн парăма кĕнĕ. Хальхи вăхăтра район ертÿлĕхĕ ку ыйтăва татма тĕрлĕ мелсем шырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев пĕлтернĕ тăрăх, парăма татма район бюджетĕнчен 2,5 млн тенкĕ уйăрнă.

Ĕнер районти социаллă объектсене ăшă парасси пирки йышăну алă пуснă.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/352-kh-le-khat-r-i


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: