Мы в соцсетях:


Чун хавалĕ мала чĕнет

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Вĕрентекен тĕрлĕрен пулать. Пĕри хăйĕн чунлăхĕпе илĕртет, тепри çирĕп ыйтнипе килĕшет. Çапах та пурне те пĕр тĕллев – хăйсем мĕн пĕлнине ачасем патне çитересси – çыхăнтарать. Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Иванова аслăрах классенче вĕренекенсене çирĕп ăс пама тăрăшать. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ пĕчĕк мар – 28 çул. Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ пулнине тахçанах аван туйса илнĕ.

– Учителĕн чун-чĕрепе те, кăмăлĕпе те ача-пăчара çынна курма пĕлмелле, кашнине ăнланма пултармалла, унсăрăн ĕç каймасть, – пуçларĕ калаçăва педагог.

Марина Ивановнаран мĕнле майпа çак ĕçе суйласа илме шутларăр тесе ыйтсан сăпайлăн çапла хурав пачĕ: «Чун ыйтнипе». Ашшĕ те, амăшĕ те шкулта ачасене вĕрентнĕ. Малти Кăкшăм хĕрĕ иккĕшин ĕçне те хакласа ÿснĕ.

– Анне килте каçхине ачасен тетрачĕсене тĕрĕслесе ларнине хытă сăнаттăм. Вăл вырăс чĕлхине вĕрентетчĕ, çавăнпа ĕçĕ нумайччĕ. Манăн шкулти вĕренÿпе те тăтăшах кăсăкланатчĕ. Эпĕ, паллах, япăх паллăсем илме пултарайман, кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ, мĕншĕн тесен аттепе анне кунсерен тĕрĕслетчĕç. Литературăна çывăх ăнланмашкăн кĕнекесем вулаттăм. Анчах та пурнăçа вĕрентекен профессийĕпе тÿрех çыхăнтарма май килмерĕ. Саккăр пĕтерсен Шупашкарти пĕр училищĕре технолога вĕрентĕм. Хыççăн тĕп хулари сĕт заводне ĕçе вырнаçрăм. Унта мастерта икĕ çул ĕçлерĕм. Чун ялалла туртрĕ. Çавăнпа тăван кĕтесе таврăнтăм. Ман телее Шĕнер Ишек шкулĕнче пионервожатăй ĕçĕ тупăнчĕ, – терĕ М.Иванова.

Шкулта тимленĕ вăхăтра хăйĕн умне тĕллев лартнă: учитель пулмалла. Çакна тĕпе хурса Шупашкарти патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. ,çлет те, çавăн пекех пĕлĕве те ÿстерет. Кунсем, çулсем хыçа юлса пыраççĕ – Марина Ивановна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме ирĕк паракан диплома алла илет. Ачасемпе савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайлать. Малти Ишек шкулĕнче те пĕлÿ парать вăл. Хыççăн ăна пурнăç çулĕ Чăрăшкас Хирлеп шкулне илсе çитерет. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекенскер вĕренекенсем патне пĕлĕве çитерессипе кăна çырлахмасть, ачасен чун-чĕри патне çул тупма та пĕлет.

– Эпĕ урока юратса ирттеретĕп. Хăшĕсем сочиненисене тĕлĕнмелле ăста çыраççĕ. Вуласа тухсан чун савăнать. Вĕренÿ вăл – ĕç. Вĕренекенсене мухтани пĕлÿ енне туртăнма хистенине аван ăнланатăп, – каласа парать Чăрăшкас Хирлеп шкулĕн вĕрентекенĕ.

М.Иванова хăй суйласа илнĕ профессие чун-чĕререн юратнăран ывăнма та пĕлмест. Уроксем хыççăн та киле кайма васкамасть, вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме тăрăшать, районти конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнтарассишĕн ăнтăлать. Вăл шкулта «Чĕрĕ сăмах» кружока ертсе пырать, ачасен пултарулăхне ÿстерме пулăшать. Марина Ивановна хăйĕн тавракурăмне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать, мĕншĕн тесен ачасене пĕлÿпе тыткăнламалла. Кĕнеке вуламасăр, интернетра кирлĕ информаци шыраса тупмасăр паянхи пурнăçпа тан утаймăн. Çавăн пекех вăл тепĕр кунхи уроксене хатĕрленесси пирки те манмасть, ачасен ĕçĕсене тĕрĕслесе тухма та вăхăт тупать. Юратнă ĕç тăрăшулăх кăтартма хистет.

– Манăн мăшăр Борис Иванов та шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ, ачасене физкультурăпа туслаштарнă. Халĕ – пенсире. Пурнăç юлташĕпе – Бориспа кун-çул сукмакĕпе юнашар утнă май икĕ ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратрăмăр. Шел те вĕсем вĕрентекен профессине суйласа илмерĕç. Апла пулин те вĕсемшĕн пите хĕретме тивмест халĕ, – кăмăллăн калаçрĕ М.Иванова.

Пурнăçа шкулпа çыхăнтарнишĕн ÿкĕнмест. Хăй каланă тăрăх, çут тĕнчене тепĕр хут çуралса килес пулсассăн та учитель профессине суйласа илĕччĕ. Хальхи вăхăтра чи пахи уншăн – вĕренекенсен юратăвĕ. Ачасемсĕр вара тунсăх та кичем.

Юрий КОРНИЛОВ.     

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/359-chun-khaval-mala-ch-net


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: