Мы в соцсетях:


Конкурсра палăрнă

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Чăваш Республикин наци библиотеки кăçалхи февраль – август уйăхĕсенче профессионал мар авторсем хушшинче «Поэтсем пирĕн хушăра» акци-конкурс ирттернĕ. Ăна Амăшĕпе ашшĕн çулталăкне халалланă.

Конкурса республикăри тĕрлĕ районсенчи 108 автор хутшăннă. Ярмушка ял тăрăхĕнчен 4 поэт хăйĕн пултарулăхне тĕрĕсленĕ.

Паллă поэтсемпе филолог-специалистсенчен тăракан сумлă жюри 27 ĕçе суйласа илнĕ. Вĕсен йышне Пуканкассинчи Валентина Маркова тата Уйкас Юнтапари Галина Федотова кĕнĕ.

Иртнĕ эрнере Чăваш наци библиотекинче профессионал мар авторсен сăввисене презентациленĕ. Кĕнекене кĕнĕ В.Марковăпа Г.Федотова сăввисенче тĕп вырăнта çемье тăрать. Иккĕшĕ те акци-конкурсра диплома тивĕçнĕ.  Ярмушка ял библиотекин ĕçченĕ Наталия Сорокина конкурс пынă тапхăрта вырăнти çыравçăсемпе пултарулăх тĕлпулăвĕсем тата калаçусем йĕркелесе ирттернĕ. В.Маркова тата Г.Федотова вулакансене хăйсен сăввисемпе паллаштарнă.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/361-konkursra-pal-rn


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: