Мы в соцсетях:


Кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕç

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Шăпах çапла хакларĕ педагогсен ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев районти Учитель кунне хутшăннă май

– Эсир пуласлăха çĕнĕ шухăшсем хывакан, çĕршывшăн кирлĕ задачăсене татса пама пултаракан ăру ÿстеретĕр, – терĕ вăл педагогика йышне саламласа.

Унăн Вăрнарта çĕнĕ шкул тума палăртнин сăмахĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Леонид Григорьевич проект документацине хатĕрлессине «Август» Фирма йăлтах хăй çине илме пулни ĕçе хăвăртлатассине палăртрĕ.

Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн Сергей Павловăн, отставкăри генерал-майорăн, Катăшра çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Михаил Петрович Григорьевăн саламĕсене çитерчĕ. «Шкул çулсем иртсен те тав тума пĕлекен вĕренекенсем пуррипе пурăнать...» – пĕтĕмлетрĕ сăмахне Леонид Николаев.

Районти шкул çулĕчченхи, пĕтĕмĕшле тата хушма вĕрентÿ тытăмĕнче пĕтĕмпе 328 учитель, 101 воспитатель, хушма пĕлĕвĕн 32 педагогĕ тăрăшать. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ шайри конкурссенче палăрнисем черечĕпех. Уявра акă пысăк çитĕнÿ тунă чылай педагог тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕ.

– Районти педагогика йышĕн вунпĕр проценчĕ – çамрăк специалистсем. Вĕсене ял шкулĕсене ытларах явăçтарас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать. Пысăк тавне район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева каламалла. Ун йышăнăвĕпе тăван тăрăха таврăнма шутлакан хĕрсемпе яшсем уйăхсерен 1 пиншер тенкĕ тÿлев илсе тăраççĕ, – терĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова хăйĕн саламлă сăмахĕнче.

Кăçал районти шкулсенче ултă çĕнĕ учитель тимлеме пуçланă. Валентина Мышкина Кÿстÿмĕр шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Марина Тарасова – Хăмăшри шкулта акăлчан чĕлхине, Виктория Кошкина – Çĕрпел шкулĕнче химие. Анжелика Быкова тата Ирина Васильева – Пăртасри тата Вăрнарти 2-мĕш шкулти кĕçĕн классен учителĕсем. Линда Павлова – Вăрнарти «Сеспель» ача сачĕн воспитателĕ.

Вĕсене ырă çул суннă май, Калининăри шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Ивановна Кузьмина учитель ĕçĕ престижлă профессисен списокне кĕмест пулин те ăна чунтан пурнăçлама, чи кирли тăван районта ĕçленипе мухтанма сунчĕ.

Салам сăмахĕсене çавăн пекех вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Елена Карпова тухса каларĕ, педагогика йышне обществăлла, спорт, культура ĕçĕнче хастар пулнăшăн тав турĕ.

Уява «Эйфория», «Салам» ушкăнсем, Владимир Ашмарин пултарулăх номерĕсемпе илемлетрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/381-kirl-p-lter-shl-pys-k


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: