Мы в соцсетях:


30 процент сахалрах тÿлес тесен

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 3

«Патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн 30 процент сахалрах тÿлеме май пур теççĕ. Хăш пулăшусемшĕн-ши?» – ыйтаççĕ пирĕн вулакансем тăтăшах. Çак тата ытти ыйтăва ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Михаил Анисимов хуравлать.

– Чăнласах та, 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинине тÿленĕ чухне 30: перекетлеме пултараççĕ. Çакăн пирки калакан улшăнусене РФ Налук кодексне кĕртнĕ, — терĕ Михаил Владимирович.

– Çак çăмăллăх хăш пулăшусене пырса тивет?

– Асăннă çăмăллăхпа федерацин çак пулăшăвĕсене илнĕ чухне усă курма май пур: Раççей, ют çĕршыв паспорчĕсене (çĕнĕ тата кивĕ йышшисене) илнĕ тата улăштарнă, çавăн пекех водитель правине илнĕ тата улăштарнă, транспорт хатĕрне регистрациленĕ чухне. Тĕслĕхрен, ют çĕршыв паспортне, çĕнĕ йышшине: Пĕрлехи портал урлă илсен гражданинăн 3500 тенкĕ мар, 2450 тенкĕ тÿлемелле. Раççей паспортне 20 е 45 çулта улăштаракансемшĕн патшалăх пошлини 300 тенкĕ вырăнне 210 тенкĕ пулать. Вăхăт иртнĕçемĕн çакнашкал пулăшусен – патшалăх пошлинине сахалрах тÿлемеллисен — шучĕ татах ÿсĕ.

– 30 процент сахалрах тÿлес тесен мĕн хыççăн мĕн тумаллине тĕплĕнрех ăнлантарса параймастăр-и?

– Ансат темиçе утăм çеç пурнăçламалла. Пулăшупа усă курас тĕллевпе Пĕрлехи портал урлă заявлени çырмалла, ведомство пошлинăна тÿлемешкĕн счет тăратасса кĕтмелле (вăл сирĕн харпăр уйрăм кабинета килет) те ăна электронлă мелпе тÿлемелле. Ку операцие банк картти (MasterCard, Visa, Мир), электронлă енчĕк (Webmoney) е карас телефонĕ (федераци операторĕсем) урлă пурнăçлама пулать. Çак çăмăллăхпа заявкăна Пĕрлехи портал урлă та, асăннă порталăн мобильлĕ приложенийĕ урлă ярса та усă курма май пур.

– Ку çĕнĕлĕх хăçанччен вăйра тăрĕ?

– Патшалăх пошлинисене 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен 30: йÿнĕрех тÿлеме пултаратăр.

– Чăваш енре пурăнакансем çак меслетпе тăтăшах усă кураççĕ-и?

– Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курни вăхăта çеç мар, укçана та перекетлеме май парать.Çакна Чăваш енре пурăнакансем хăйсем курса-туйса ĕненчĕç. 2017 çул пуçланнăранпа пирĕн регионти çынсен 30: çăмăллăхпа 34,7 пин хут усă курнă (авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне). Ытларахăшĕ çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспортне, водитель удостоверенине илнĕ тата транспорт хатĕрне регистрациленĕ май патшалăх пошлинине сахалрах тÿлет.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/382-30-protsent-sakhalrakh-t-les-tesen


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: