Мы в соцсетях:


МФЦ – çĕнĕ вырăнта

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 3

Нумайăшĕ, тен, пĕлмест пулĕ: сентябрĕн 30-мĕшĕнчен районти МФЦ çĕнĕ çĕре – Советски урамĕн 15-мĕш çурчĕн 1-мĕш хутне куçрĕ.

Патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсен чылай тĕсĕпе пулăшăва нумай функциллĕ центрсенче (МФЦ) илесси тахçанах пурнăç йĕрки пулса тăчĕ ĕнтĕ. Районта пурăнакансем те ку меллĕхе хăвăрт хăнăхрĕç.

Вăрнарти центрта паян 151 тивĕçтерÿ тĕлĕшпе заявлени çырма тата консультаци илме пулать. МФЦ директорĕ Ольга Никишова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра пĕтĕмпе 9318 заявлени йышăннă. Вăл шутран 7893-шĕ – федераллă, 221-шĕ – бюджет мар фонд, 643-шĕ – республика, 372-шĕ – муниципаллă, 189-шĕ ытти тивĕçтерÿсем илме.

Уйрăмах çынсем МФЦра Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн пулăшăвне илеççĕ, ку тапхăрта пĕтĕмпе 6385 пулнă. Çавăн пекех Шалти ĕçсен министерствин, социаллă хÿтлĕх пайĕн тивĕçтерĕвĕсене илекенсем чылай.

9 уйăхра МФЦ панă патшалăх тивĕçтерĕвĕсем тăрăх 3 млн та 300 пин тенкĕлĕх госпошлина тÿленĕ. Палăртма, ку суммăн 25 проценчĕ район бюджетне пырса кĕрет. 

Тĕплĕ юсав хыççăн (ку ĕçе 1 млн та 200 пин тенкĕ хывнă) çĕнĕ çуртри йышăну пÿлĕмĕ хăтлăланнă. Çынсене электронлă черетпе, çавăн пекех маларах çырăнса та йышăнаççĕ.

МФЦн ĕç графикĕ те çынсемшĕн меллĕ. Тунтикун, ытларикун, юнкун тата эрнекун вăл 8 сехетрен тытăнса 18 сехетчен, кĕçнерникун 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен, шăматкун 8 сехетрен тытăнса 13 сехетчен ĕçлет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/384-mfts-n-vyr-nta


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: