Мы в соцсетях:


Ĕçкĕ ăс-тăна çухатать

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Иртнĕ вунă кунта районти криминогенлă лару-тăру каллех лăпках пулман, полици ĕçченĕсен кашни кун тенĕ пек преступлени вырăнне тухма тивнĕ.

Вăрнарти пĕр çамрăк, акă, хăйĕн «Альфа» мопедне тем пек упрас тенĕ – техникине нумай хваттерлĕ çурт подъезднех кĕрте-кĕрте лартнă. Анчах çакă та сыхламан – пĕр каçхине вăл «ураланнă». Полицин «Вурнарский» пайĕн ĕçченĕсем «Хăрушсăр хула» аппаратлă программа комплексĕпе усă курса вăрра тытса чарнă. Вăл Красноармейски районĕнчи Упи салинчи 17-ри çамрăк пулнине палăртнă. Вăл çула çитменнисемпе ĕçлекен комиссире учетра тăнă. ,ç-пуç сентябрĕн 29-мĕшĕнче пулса иртнĕ.

Октябрĕн 3-мĕшĕнче Мăн Явăшри пĕр хуçалăхра 40-ри кил хуçин виллине тупнă. Тискер çын ăна хырăмĕнчен çĕçĕпе чиксе пăрахса хăварнă. Çын вĕлерекене тупса палăртнă, вăл – ку ялти 44-ри арçын.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Кÿлхĕрринче унччен те судпа темиçе хутчен айăпланнă (вăл шутра – çын вĕлернипе те) 38-ти арçын, ĕçсе супнăскер, арăмне пĕççинчен темиçе хутчен çĕçĕпе чикнĕ.

Чăн та, ĕçкĕ ăс-тăна çухатать пулинех. Кунашкалрах тĕслĕхсем октябрĕн 8-мĕшĕнче Çĕн Сăрьелте тата Рункăра çырăннă. Пĕрремĕшĕнче Кÿлхĕрри хĕрарăмĕ, унччен темиçе хутчен суд тенкелĕ çине ларнăскер, Çĕн Сăрьелте хăнара пулнă май, пĕрле ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн Мăн Хирлепрен килнĕ 34-ри арçынпа хирĕçсе кайнă, çĕçĕ ярса илсе ăна хырăмĕнчен яшлаттарнă. Çамрăк арçын реанимацире темиçе талăкран тин тăна кĕнĕ. Следстви малалла пырать.

Рункăра 29-ти арçын мăшăрĕпе тавлашса кайнă та ăна монтировкăпа çапса амантнă.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче Çĕн Кипекри фермерăн çурчĕ умĕнче ларнă пресс-подборщикĕн кардан валĕ çухалнă.

Кăçалхи 9 уйăхра полицин «Вурнарский» пайне преступленисем, административлă йĕркене пăсни, инкексем çинчен пĕтĕмпе 4019 заявлени килнĕ. Пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 3,6 процент сахалрах. Пĕтĕмпе 112 уголовлă ĕç пуçарнă, 350 материала тĕрĕслеме йĕрке хуралĕн ытти органĕсене тăратнă.

Çын вĕлернĕ, çын сывлăхне юриех сиен кÿнĕ, хĕненĕ, пусмăрланă, вĕлерессипе хăратнă, çаратнă, тапăнса çаратнă, коррупци сĕмĕллĕ, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене 100 проценчĕпе уçса панă.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/393-k-s-t-na-ukhatat


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: