Мы в соцсетях:


Тĕнче класлă спорт мастерĕн çулĕпе

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 3

Шăматкун Вăрнар районĕн çăмăл атлечĕсем Патăрьел тăрăхĕнче республикăри уçă ăмăртура вăй виçнĕ. Парнисем те сумлă – тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская ятĕнчен.

Республика стартне район шкулĕсенчи чи вăйлă чупуçăсем хутшăннă. Хăйĕн ÿсĕмĕнче Калининăри вăтам шкулти Анастасия Николаева (сăнÿкерчĕкре) пĕр километрлă дистанцие çиçĕмле вĕçленĕ – çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

15–16 çулхисен ушкăнĕнче Аçăмçырми шкулĕнче вĕренекен Катя Васильева бронза медале тивĕçнĕ.

Ку шкулти Стас Степанова кăшт ăнăçман, вăл кÿренÿллĕ 4-мĕш вырăн йышăннă.

– Ăмăрту çав тери массăллă иртнине кура Кульцав шкулĕнчи Данил Вековищевпа Калининăри Алисия Пыркован результачĕсене те ырламалла, вĕсем саккăрмĕш йĕркене йышăнчĕç, – терĕ районăн тĕп физкультурникĕ Сергей Политов.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/398-t-nche-klasl-sport-master-n-ul-pe


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: