Мы в соцсетях:


Пĕрлешекенсем те, уйрăлакансем те пур

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ январь – сентябрь уйăхĕсенчи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Çак тапхăрта районта 240 ача çуралнине регистрациленĕ. 115 арçын ача тата 125 хĕрача. 2016 çулхи тăхăр уйăхра вара 254 ача çут тĕнчене килнĕ пулнă.

Январь – сентябрь уйăхĕсенче 425 çын пурнăçран уйрăлса кайнă: 221 арçын, 204 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурнаслăхĕ 63 çулпа, хĕрарăмсен 78 çулпа танлашнă.

114 мăшăр çемье çавăрнă. Çав вăхăтрах 55 мăшăр уйрăлнă. Иртнĕ çулхи çав тапхăра илес пулсан, 100 мăшăр пĕрлешнине регистрациленĕ.

Ят улăштарма 11 заявлени йышăннă. Ыйтăва пăхса тухса тивĕçтернĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/400-p-rleshekensem-te-ujr-lakansem-te-pur


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: