Мы в соцсетях:


Яппунсем пĕрле ĕçлесшĕн

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 5

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японин бизнес-пĕрлĕхĕн представителĕсемпе тĕл пулнă.

Делегаци йышĕнче – «Делойт и Туш СНГ» хупă обществăн Мускаври офисĕн Япони компанийĕсемпе ĕçлекен ушкăнĕн аслă менеджерĕ Ватару Такахаси, Маyekawa компанин генеральнăй директорĕ Риохе Кисе, Yarbank/SBI Holding Group/ директорĕ Юсуке Фуджи тата Sputnik хыпарсен агентствин журналисчĕ Токуяма Асука.

«Чăваш ен – уçă регион. Бизнес-пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшасси, ĕçтешлĕх анлăшне сарасси Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ Михаил Игнатьев ют çĕршыв предпринимателĕсене чăваш çĕрне килнĕ ятпа саламланă май. Республика ертÿçи хăнасене регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен каласа кăтартнă. «Чăваш енре Испани, Итали, Япони, Серби, Германи, Швейцари, Китай компанийĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тĕнчери 92 çĕршыв Чăваш Республикин суту-илÿ партнерĕсем шутланаççĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Япони предпринимателĕсем те Чăваш енпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес шутлине пĕлтернĕ. «Предприятисенче пулса куртăмăр. Эпир вĕсемпе ĕçлесшĕн, хăш-пĕр ыйтăва ертÿçĕсемпе сÿтсе яврăмăр та ĕнтĕ», – тенĕ Риохе Кисе.

Предпринимательсем хула хутлăхне лайăхлатас, тĕпрен илсен, «Ăслă хула» проектпа килĕшÿллĕн ĕçлес кăмăллине пĕлтернĕ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/401-yappunsem-p-rle-lessh-n


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: