Мы в соцсетях:


Юбилей тĕлне – çĕнĕ витесем

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Ĕнер районта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Вăл Вăрнарти аш-какай комбиначĕн 60 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприятисене хутшăнчĕ.

Предприятин Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче икĕ çĕнĕ вите уçăлнă ятпа хĕрлĕ хăйăва касрĕ, районти культура çуртĕнче агрохолдинг ĕçченĕсене саламларĕ.

Агрохолдинг ĕçченĕсемпе пĕрле савăнăçа район, аш-какай комбиначĕн ертÿлĕхĕпе пĕрле çавăн пекех Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, тĕрлĕ ведомство представителĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем пайларĕç.

Михаил Игнатьев çавăн пекех Вăрнарта Ростехнадзорăн районсенчи инспекцийĕсене автомобиль уççисем парса чысларĕ, ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/452-yubilej-t-lne-n-vitesem


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: