Мы в соцсетях:


Сывлăх сыхлавĕнче – çамрăк специалистсем

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Кăçал район тĕп больницинче виçĕ врач – Дмитрий Павлов терапевт, Артем Гурьев  хирург, Александр Тихонов анестезиолог-реаниматолог ĕçлеме пуçларĕç. Çамрăк специалистсем пурте И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ.

Çамрăк врачсен профессине халалласа больницăра уяв иртрĕ. Малтанах шурă халатлă ĕçченсем «Врач аллейинче» йывăçсем лартрĕç. Район больницин тĕп врачĕ Н.Тинюков çамрăк специалистсене профессионал пулмашкăн нумай ĕçлемеллине тата пĕлмеллине каларĕ.

Çамрăк специалистсем хăйсем пирки каласа пачĕç, шурă халат тăхăнчĕç тата врач присягине йышăнчĕç. Ĕçре опыт пухнисем вĕсене ăнăçу сунчĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/464-syvl-kh-sykhlav-nche-amr-k-spetsialistsem


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: