Мы в соцсетях:


Вăрнар хоккеисчĕсем Сочие каяççĕ

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Сочире регионсем хушшинчи «Добрый лед» Кубокĕн финалне хутшăнма путевкăна Вăрнарăн çамрăк хоккеисчĕсем Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ.

Кубок медалĕсемшĕн Кироври «Союз», Чулхула облаçĕн «Темп», Мордови Республикинчи «Инсар», Вăрнарти «Кристалл» командăсем икĕ кун тупăшнă.

Атăл тăрăхĕнчи округ çĕнтерÿçи пĕрремĕш куннех палăрнă. Вăл «Темп» команда. Кĕмĕл призер та Сочири турнира хутшăнма тивĕç пулассине пĕлсе пирĕн район спортсменĕсем çине тăрсах вылянă. Виçĕ матчран иккĕшĕнче çĕнтернĕ – «Инсара» 3: 2, «Союза» 8:2 шутпа. «Темпа» 2:7 шутпа выляса янă пулин те регионсем хушшинчи турнирăн финалне путевка çĕнсе илнĕ.

«Добрый лед» Кубок финалĕ Сочире ноябрĕн иккĕмĕш çурринче пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/474-v-rnar-khokkeisch-sem-sochie-kaya


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: