Мы в соцсетях:


ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

«Çул-йĕр карттин» планĕпе килĕшÿлĕн Чăваш енри культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвне тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерме палăртнă.

ЧР Культура министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вĕсен шалăвĕн виçи республикăри вăтам ĕç укçин 90 проценчĕпе танлашмалла. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнче патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсем валли – 98,2, муниципалитетри культура тытăмĕнче тăрăшакансем валли 98,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Тепĕр çул та шалăва тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерме палăртнă, республикăн 2018 çулхи тата планпа пăхнă 2019–2020 çулсенчи бюджетне кĕртнĕ. Çапла вара, РФ Президенчĕн «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртмелли мероприятисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çулта культура  учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ Чăваш енри вăтам ĕç укçипе пĕр тан пулмалла.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/476-uk-i-set


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: