Мы в соцсетях:


ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 7

Кăçал Раççейре – Экологи çулталăкĕ. Шел те, çак сăмах пĕлтерĕшне ăнлансах пĕтерейместпĕр пулас. Тавралăх кунсерен юхăнса пырать, анчах курнă куçа курми тăватпăр.

Тăван ялăм Салука вăрманĕ хĕрринче вырнаçнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче вăрман, тĕрĕссипе, пире выçса вилесрен çăлса усранă: сертине те, мăйăрне те, кăмпине те татнă кунта. Кĕркунне тăкăннă çулçăсене пуçтарса ĕне айне сарма сĕтĕрнĕ, вăл апат вырăнне те кайнă. Андрей Войнов лесник питĕ чăркăш çын пулнă – вăл пире кăшкăрса хăваланă чухне вăрман кĕрлесе кăна тăнă. Ун чухне кунтан курак çаппине те илсе тухма хĕн пулнă.

Паян лесник çурчĕ юхăнса ларать, пĕви те лĕкĕрпе тулнă. Салука вăрманĕ те ала евĕр витĕрех курăнать, унта та кунта анчах касса кайнă йывăç тункатисем. Халĕ вăрмана упрассишĕн тăрăшни сисĕнмест. Лесниксем çук ĕнтĕ. Вăрман никама та кирлĕ мар.

Ялтан çичĕ çухрăмра Вăтам Çавал юхса выртать. Ачалăх аса килет. Çуркунне ĕнесене юханшыв çывăхĕнче кĕтсе çÿреттĕмĕр. Çавал шывĕ çыран хĕррипе кăпăк кăларса хум çапатчĕ. Халĕ юханшыв типсе ларнă. Урана йĕпетмесĕр урлă каçма пулать. Улăхра текерлĕк сасси янраса кăна тăратчĕ, халĕ вĕсем çук ĕнтĕ. Уйсене пиçенпе ут кăшкарĕ хупланă, вăрăран çитĕннĕ вăрман кашласа ларать. Çырмасем çултан-çул ытларах та ытларах ишĕлеççĕ.

Тепĕр чухне анкарти хыçĕпе автобус чарăнăвне тухма тивет. Юртан сыхлама çул хĕррипе лартнă йывăçсен хушшинче мĕн кăна çук-ши? Çÿп-çап, ăпăр-тапăр куписем тÿрех куçа тăрăнаççĕ. Ăна такамсем мар, хамăр ял çыннисемех килсе тăкнă. Кайса курăр-ха паянхи Беларуç çĕршывне. Уй-хир сип-симĕс кавирпе витĕннĕ тейĕн, ялсемпе хуласен урамĕсем тап-таса, тавраллах чечек ешерет...

Экологи пирки калаçма кăна пĕлетпĕр. Ĕç тĕплĕхĕ çинчен вуçех пуçа çĕмĕрместпĕр. Пирĕн пĕр шухăш – паян лайăх пурăнса пултăр, ыранхи пирки шутламастпăр. Çавăнпах ĕнтĕ чи пысăк çĕршывра пурăнатпăр пулин те эпир – чи чухăннисем. Эпир пуçлăхсене халăхшăн чăннипех çунаканнисене суйласа лартма пĕлместпĕр. Чылайăшĕ ăшă та укçаллă вырăна кĕрсе ларсассăн халăх çинчен вуçех манать.

Василий КОЖАНОВ,пенсионер.

Мăньял Хапăс.     

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/503-kham-rakh-aj-pl


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: