Мы в соцсетях:


Юбилейлă турнирта

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

21 команда, 230 ытла кĕрешÿçĕ – шăматкун Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Попутчик» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕн – депутатсен район Пухăвĕн депутачĕн Александр Петровăн тата Раççей Аслă сучĕн судйи пулнă Вячеслав Яковлевăн парнисемшĕн йĕркеленĕ республика турнирĕ çав тери çивĕч иртрĕ.

Юбилейлă (10 çул) турнирăн кавирĕ çине хамăр республикăри 15 хула-район, çавăн пекех Тутарстан, Мордови, Удмурт, Мари Эл Республикисен, Арзамас хулин тата Ульяновск облаçĕсен спортсменĕсем тухрĕç. Тытăçусенче хастарлăх кăтартма вĕсене сумлă хăнасем – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов, ăмăрту йĕркелÿçисем, ыттисем – саламлани, районăн пултаруллă çамрăкĕсене – тĕрлĕ турнирсен çĕнтерÿçисене Тав çырăвĕсемпе, укçан премипе чыслани хавхалантарчĕ.

Тухса калакансем хĕрсемпе каччăсене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕç, çак уяв пекех спорт та тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештернине палăртрĕç.

Вăрнар район чысне Пăртасри, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри, Малти Ишекри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Шĕнер Ишекри шкулсенче вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ медальлĕ пулчĕ.

Турнир чемпионĕсем, Максим Иванов (Пăваяль), Антон Федоров (Санарпуç), Денис Львов, Никита Львов, Юлия Константинова, Настя Максимова (Вăрнар), Екатерина Тихонова, Наталья Тихонова, Эвелина Яковлева (Çĕрпел), Катя Кошкина (Мăн Явăш).

Денис Федоров, Милена Федорова (Вăрнар), Елена Петрова (Кÿстÿмĕр) кĕмĕл медальсене тивĕçрĕç.

Дима Петров (Кÿстÿмĕр), Тимур Ананьев, Алексей Тимофеев, Кристина Антонова (Вăрнар), Саша Ефимов (Малти Ишек), Диана Давыдова, Шура Волкова, Анастасия Фадеева (Санарпуç) – бронза-призерсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/529-yubilejl-turnirta


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: