Мы в соцсетях:


Шухăшпа – Сочири фестивальтех

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 5

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен XIX фестивалĕ вĕçленнĕренпе икĕ эрне иртрĕ, анчах та Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлекен Екатерина Федотовапа Людмила Петрова шухăшпа Сочири пурнăçран уйрăлман-ха. Вăл мĕнпе асра юлнă, ун хыççăн мĕнлерех ĕмĕтсемпе çунатланнă, хăш опытпа вырăнта усă курма юрать?.. – çак тата ытти ыйту çине эрнекун хĕрсем ятарлă пресс-конференцире хуравларĕç.

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн килĕшÿсен залне заводăн общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалисчĕ Людмила Иванова, район администрацийĕн пресс-служби Елена Анисимова, «Алекс» телевидени директорĕ Игорь Сидоров, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Галина Виноградова пухăнчĕç.

Пресс-конференцие уçнă май, заводăн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров хамăр çĕршыв территорийĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне вăрнарсем 60 çул каяллах «çул уçнине» палăртрĕ. Мускавра 1957 çулта пулнăскере, завод ĕçченĕ Василий Прудской тата В.Абрамова хутшăннă.

Сочири фестивале хутшăнас текенсем йышлă пулнине кура журналистсене чи малтанах çак ыйту кăсăклантарчĕ, заводри мĕнпур çамрăкран фестивале мĕншĕн шăпах Катьăпа Людмила хутшăнма тивĕçнĕ-ха? Хĕрсем унта такам пулăшнипе лекнĕ тесе калакансем те тупăннă иккен. Анчах та вĕсем тĕнче шайлă мероприятие хăйсен хастарлăхне, тĕллевсене çирĕп палăртнине пула лекнĕ. Тĕрĕссипе, заводран анкетăсене çиччĕн тăратнă, çивĕч суйлав витĕр вара çак хĕрсем кăна тухнă.

Пресс-конференци пĕтĕм ыйтăва çуратманни камерăсене сÿнтернĕ хыççăн та аван палăрчĕ – журналистсене темĕн те пĕр кăсăклантарчĕ. Хĕрсем Сочири тĕлĕнмелле тĕлпулусем, тĕрлĕ площадкăри ĕç-хĕл, унта хускатнă темăсем, Чăваш ен презентацийĕ, тумтир, хăна çурчĕ тата ытти, тата ытти çинчен тыткăнламалла каласа кăтартрĕç.

Фестивальте экологи темине çивĕч çĕклени килĕшнĕ вĕсене. «Пирĕн районшăн та питĕ кирлĕ ыйту», – терĕç вĕсем тасалăх кашнинчен килнине, нумай çĕршыври пек çÿп-çапа сортлассине йĕркелемеллине палăртса.

Сочи хыççăн хăйсем валли тепĕр тĕллеве те палăртнă вĕсем – ют чĕлхесене вĕренмелле. Нумай çĕршыв представителĕсем темиçе чĕлхепе хутшăнни тĕлĕнтернĕ вĕсене. Çавăнпа та Сочири фестивальтен Вăрнара вĕçтернĕ салам открыткинче хĕрсем çамрăксене шăпах чĕлхесемпе туслашма чĕнсе каланă.

Екатерина Федотовапа Людмила Петрова Чăваш ен Правительствине, республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тума манмарĕç. Çул, Сочире пурăнма тÿлевсĕр çеç мар, Чăваш логотипĕллĕ тумтирпе туллин тивĕçтернĕ фестивале хутшăнакансене. Хăшпĕр регион представителĕсен унашкалли пулман çеç мар, Сочие вĕсем хăйсен шутĕнчен кайнă.

Заводăн юрисконсульчĕн Екатерина Федотован тата технологĕн Людмила Петрован Сочири фестивале темиçе хут та «таврăнма» тивĕ – çывăх вăхăтра вĕсемпе вĕренÿ организацийĕсенче тĕлпулусем ирттерĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/531-shukh-shpa-sochiri-festivaltekh


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: