Мы в соцсетях:


Герой вилтăпри çинче пулчĕç

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 5

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Кивçурт Енĕшре тата Йĕпреç районĕнчи Пăкăян ялĕнче пурăнакансем Беларуç çĕрĕ çинче – хамăр ентешĕн Совет Союзĕн Геройĕн Степан Илларионович Илларионов вилтăпри çинче пулчĕç

Делегаци йышĕнче Енĕш тăрăхĕнчен Вячеслав Алексеев, Александр Петров, Надежда Шоркина, Валерий Григорьев, Алексей Григорьев, Николай Григорьев, Виталий Алексеев пулчĕç. Çавăн пекех пирĕнпе пĕрле инçе çула Степан Илларионович Илларионовăн тăванĕсем те тухрĕç. Вĕсем – Геннадий Егоров, Николай Степанов, Вероника Степанова, Людмила Терентьева, Алена Гаврилова, Егор Гаврилов, Анфиса Иванова тата Геннадий Кузнецов журналист.

«Форд» микроавтобус водителĕсем Беларуç çĕршывĕнчи Витебск облаçне кĕрекен Бешенковичи хулине йĕркеллĕ илсе çитерчĕç. Çак районăн çĕрĕ çинче пирĕн ентеше – Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне Степан Илларионович Илларионова пытарнă. Çул çинче 21 сехет пулнă хыççăн ноябрĕн 4-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре вырăна çитрĕмĕр.

Беларуç çĕрĕ мĕн тĕрлĕ вăрçă курман-ши? Иртнĕ вăрçă çулĕсенче те кунти кашни вунă çынран пĕри пуçне хунă. Двина юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă Бешенковичи хули 1447 çулта никĕсленни паллă. Двина питĕ хăвăрттăн тата шавлăн юхнăран «Бешеная река» тенĕрен, хулине те Бешенковичи ят панă.   

Пирĕн делегаци ертÿçи Вячеслав Алексеев ирхине Бешенковичи район пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕ. Бешенковичи хулин культура центрĕн пуçлăхĕ Андрей Анатольевич тата Беларуç таврапĕлÿçи Максим Чернявский кĕтсе илчĕç, хулапа паллаштарчĕç. Малтанах халăх нумай пухăнакан Çĕнтерÿ паркне çитрĕмĕр. Беларуç халăхĕ пуç хунă ентешсен ячĕсене чĕрере упрать, çĕре çитиччен пуç таять, палăксем умĕнче яланах чечексем.

Бешенковичи çĕрĕ çинче тăванла масарсем 44 тата çар паттăрлăхĕн палăкĕсем 39. Беларуç çĕрне фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче çав тери пысăк çухатусем пулнă.

Эпир Узречье масарĕ çинче пултăмăр. Юнашарах – Двина юханшывĕ, унăн çурçĕр ен çыранĕ. Малтан çак вырăнта Двина урлă мăн кĕпер пулнă, анчах ăна сирпĕтсе янă. Вырăнти халăх пулăшнипе, партизансем тăрăшнипе пĕренесенчен, пушă пичкесенчен тата ытти те пĕрлештерсе сулăсем тунă. Нимĕçсем ку вырăнта çав тери çирĕп хÿтĕлев тунă. Совет салтакĕсене юханшыв урлă каçма питĕ йывăр пулнă. Тăшман пулемечĕсем пуçа çĕклеме паман. Двина шывĕ пирĕн салтаксен юнĕпе хĕп-хĕрлĕ юхнă. Çак вырăнта 212 совет салтакĕн пурнăçĕ татăлнă. Кунта халĕ çынсем салтаксене асăнма килеççĕ. Çÿлте – Двина шывĕн çыранĕнче – чĕркуççи çине таяннă салтак сăнарĕллĕ палăк. Çыран тăршшĕпе тăванла масар симĕс курăкпа витĕннĕ. Вуншар паттăр ятне çырнă мрамор плитасем. Пуç хунисем пурте тенĕ пекех 18–22 çулсенчи çамрăксем пулнă. Çакăнтах, Узречьери тăванла масарта, Совет Союзĕн сакăр Геройне пытарнă.

Унтан эпир Кивçурт Енĕшре çуралса ÿснĕ, Йĕпреç районĕнчен вăрçа тухса кайнă Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионова пытарнă вырăна – Галыня ялне çитрĕмĕр.

Умра – аллинчи автомата çÿлелле çĕкленĕ салтак палăкĕ. Çапăçура пуç хунă салтаксен ячĕсене çырнă. Вĕсем 160 таранах. Совет Союзĕн тăватă Геройĕн ячĕсене уйрăм пьедесталсем çине çырнă. Вĕсем – Степан Илларионович Илларионов, Александр Филиппович Возликов, Владимир Константинович Долгов, Армаил Асашурович Саркасов. Виçĕ Геройĕн çуралнă тата вилнĕ кунĕсене çырнă, анчах С.И.Илларионовăнне çуралнă кунне палăртман, 1904 çул çырăнман. Пирĕн сĕнÿсене шута илме, çывăх вăхăтрах тÿрлетме пулчĕç. Эпир палăк умĕнче чăваш йĕркипе асăну ирттертĕмĕр, сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

Беларуçри йĕрке питĕ килĕшрĕ. Кунта палăксене ятарласа çирĕплетнĕ çынсем пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Вĕсем палăксене сăрлаççĕ, тÿрлетеççĕ, çумкурăкран тасатаççĕ. Пирĕн те беларуçсен ырă тĕслĕхне пурнăçа кĕртесчĕ.

Галыня ялĕнчи палăк патĕнче иккĕн тăрмашаççĕ. Амăшĕпе ывăлĕ – С.И.Илларионов палăкне пăхса-асăрхаса тăракансем иккен. Делегаци пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев вĕсене парнесем пачĕ, тав турĕ.

Двина юханшывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче 155 салтак Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, вĕсенчен 25-шĕ – вилнĕ хыççăн. Сăмах май каласан, Бешенковичи районĕнче çуралса ÿснĕ 7 çын Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă.

С.И.Илларионов палăкĕ çинче палланă ят-хушамат та пур, П.Т.Павлунин. Вăрнар районĕнчи Кульцавра Павлунинсем пурччĕ. 1944 çулта кунта пуç хунă паттăр салтак вĕсен тăванĕ мар-ши?

Кăнтăрла иртсен Бешенковичи хулинчи истори тата халăх пултарулăх музейĕсенче пултăмăр. Тепĕр хутчен Двина çыранĕ хĕррине кайса килтĕмĕр.

Çапла вĕçленчĕ пирĕн Беларуç çĕрĕ çинчи çулçÿрев. Кивçурт-енĕшсем те пушă алăпа таврăнмарĕç, ялти пулас музей валли Бешенковичи хулинчен нимĕç салтакĕн икĕ каскине, тĕрлĕрен гильзăсем, хĕçсем тата ытти те яла çитерчĕç. С.И.Илларионов палăкĕ çумне хума унăн Беларуçри палăкĕ çумĕнчен çĕр илсе килтĕмĕр. Май килсен, тĕрĕсрех, май килтерме пултарсан, пире пĕр танкпа бронетранспортер парнелеме шантарчĕç.

Пире тивĕçлĕ кану кунĕ кÿнĕшĕн, Двина тăрăхĕпе паллаштарнăшăн Беларуç çĕршывĕнчи Бешенковичи райĕçтăвкомĕн представителĕсене – Андрей Анатольевича, Максим Чернявские, Наталья Николаевнăна, çавăн пекех «Попутчик» ТМЯО директорне Александр Петрова чĕререн тав тăватпăр.

Вăрнар районĕ Украинăри Золотоноша районĕпе вуншар çул туслă çыхăну тытнă пекех, тен, малашлăхра Вăрнар тата Беларуçри Бешенковичи районĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме май килĕ.

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/532-geroj-vilt-pri-inche-pulch


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: