Мы в соцсетях:


Вăрнарсем – виççĕмĕш

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Иртнĕ кĕçнерникун Шупашкарта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче вăрнарсем те чыса тивĕçнĕ.

Тухăçлă ĕçшĕн тата производствăри пысăк кăтартусемшĕн Вăрнар районĕ 3-мĕш ушкăнра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева Дипломпа чысланă.

Ял хуçалăх производствинче тухăçлă ĕçленĕшĕн Вăрнарти аш-какай комбиначĕ çĕнтерÿçĕ дипломне тата укçан премие илнĕ.

К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх тракторисчĕ Александр Григорьев та уяв сцени çине хăпарма тивĕçнĕ. Ăна Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Аграрисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, çĕр ĕçченĕсем кăçал çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăр лайăх кăтартусемпе савăнтарнине палăртнă.

Уява вăрнарсен йышлă делегацийĕ хутшăннă. Ытти районсем Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тата хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн продукципе кăмăлласа паллашнă, тутанса пăхнă, туяннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/534-v-rnarsem-vi-m-sh


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: