Мы в соцсетях:


Октябрьти кăтартусем

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 5

Сисмерĕмĕр те – октябрь хыçа юлчĕ. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ те иртнĕ уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Кăтартусем мĕнлерех? Кăна цифрăсем çирĕплетсе параççĕ.

Октябртье 24 ача çут тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕрхи çав уйăхра вара 31 ача çуралнă пулнă. Тăхăр мăшăр пĕрлешнĕ (2016 çулта – 10). Çав вăхăтрах ултă çемье арканнă (пĕлтĕрхи октябрьте – 4). Иртнĕ уйăхра 33 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Иртнĕ çулхи октябрьте 47 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Икĕ çын ят улăштарма кăмăл тунă. Район çыннисем хальхи вăхăтра ятарлă портал урлă та ЗАГС пайне электронлă формăпа заявлени çитереççĕ. Çĕнĕлĕхпе усă куракансем нумайланса пыраççĕ.

К.ЮРЬЕВ.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/535-oktyabrti-k-tartusem


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: