Мы в соцсетях:


Почтăпа пĕрле вулатпăр

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 1

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 30-мĕшĕччен Раççей Почти хăйĕн мĕнпур уйрăмĕсенче периодикăллă пичет изданийĕсене тĕрев парас тĕллевпе «Почтăпа пĕрле вулатпăр» акци ирттерет.

Почта уйрăмĕсене пырса пичет изданийĕсене – хаçатсемпе журналсене – 100 тенкĕрен ытла суммăлăх туянакансене кроссвордсен пуххине парнелеççĕ, 500 тенкĕрен ытларах суммăлăх хаçат-журнал туянакансене – Раççей Почтин призĕсен фондĕнче упранакан кĕнекесенчен пĕрне суйласа илме ирĕк параççĕ.

Акци тĕллевĕ – пичет изданийĕсене ваккăн сутассине тĕрев парасси, çавăн пекех çынсене – почта клиенчĕсене – паха литературăллă пулма пулăшасси, кĕнеке, хаçат-журнал вулассине популяризацилесси. Акцин пĕлтерĕшĕ пысăкки никама та иккĕлентермест, мĕншĕн тесен хăшпĕр почта уйрăмĕсем центрсенчен инçетри ял-поселоксенче вырнаçнă, вĕсенче вара хаçат-журнал киоскĕсем те, кĕнеке сутакан магазинсем те çук.

Раççей Почти «Почтăпа пĕрле вулатпăр» акцие пуçласа иртнĕ çул ирттернĕччĕ, ун чухне вулама юратакансем ăна ырласа йышăннăччĕ, çавăнпа ăна кăçал та ирттерес тĕллев çуралнă. Килсех çÿрĕр почтăна, кунта сирĕн валли «чун апачĕ» пур. 

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/546-pocht-pa-p-rle-vulatp-r


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: