Мы в соцсетях:


ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Ноябрĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери диабета хирĕç кĕрешмелли кун.

Канадăри врач тата физиолог Фредерик Бантинг Чарльз Бест врачпа пĕрле 1922 çулта диабетпа чирлисен пурнăçне çăлса хăварассипе инсулин эмел уçнă.

Хальхи вăхăтра тĕнчере 422 миллион çынна яхăн сахăр диабечĕпе чирленине регистрациленĕ. Чирлисенчен 50 проценчĕ майлă 40–59 çулсенчисем.

Пĕтĕм тĕнчери диабет федерацийĕн эксперчĕсем малашне мĕн пулассине тишкерсе палăртнă тăрăх 2030 çул тĕлне сахăр диабечĕпе чирлекенсем 1,5 хут ÿсмелле. Ку чир çынна вилĕм патне те илсе çитерме пултарать.

Пĕтĕм тĕнчери диабета хирĕç кĕрешмелли кун çынсене сахăр диабечĕ пирки тата патшалăхпа обществăлла организацисен, врачсен пĕрлехи вăйпа лару-тăрăва улăштарма майсем шырамаллине аса илтерет.

Çыннăн хăйне упрас тесен виçене пăхăнмалла, сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç çимелле, çавăн пекех физкультурăпа туслă пулмалла.   

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/548-kham-ra-upramalla


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: