Мы в соцсетях:


Патшалăх пулăшнипе

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 7

АПК аталанăвне патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Çĕр ĕçне юратакансем валли паян тĕрлĕ формăсем ĕçлеççĕ.

Пуçлакан фермерсен тата çемье фермисен программи пурнăçа кĕнĕренпе вĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 22-е çитнĕ. Иккĕн вара грантсене кăçал тивĕçнĕ.

Вĕсенчен пĕри – Утарти Лариса Федорова. Патшалăх пулăшăвĕпе вăл çĕнĕ ферма туса лартма, трактор, утă-улăм преслакан оборудовани тата роторлă косилка туянма пултарнă.

Фермер сăвакан ĕне пуçне 20-е çитересшĕн. Хальлĕхе вĕсен шучĕ 13-пе танлашать. Паян вăл 18 га çĕре тухăçлă ĕçлеттерет.

– Вăрнар тăрăхĕнче çĕре чунтан юратакан çынсем пурри савăнтарать. Вĕсене пула паян ялсем тытăнса тăраççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. ,çлекен çыннăн ĕçме, сиенлĕ йăласемпе туслашма вăхăт çук, çакна отрасль аталанăвĕн кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов.

Çак кунсенче ку пай специалисчĕ Георгий Романов тата выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев ку хуçалăх ĕçĕпе паллашнă, кирлĕ сĕнÿсем панă.

Районĕпе фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 4800 яхăн гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3620 га çинче çитĕнтернĕ. Вăтам тухăç 27,6 центнер.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/550-patshal-kh-pul-shnipe


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: