Мы в соцсетях:


Тепĕр çурт хута кайрĕ

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 7

Районти 40 ытла çемье кĕçех çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçĕ – «Вурнарская» МСО поселокри Иванов урамĕнчи 28-мĕш çурта хута ячĕ, хваттерсен уççисене валеçсе пачĕ.

Ку çуртра хваттер туяннисем пурте пысăк балконсемшĕн савăнаççĕ. Унта çуллахи кухня е, кирлех-тĕк, ăшă тытмалла туса ĕç е çывăрмалли пÿлĕм тума май пур. Хваттерсене уйрăм хутса ăшăтни те ырлăх – ăшă температурине хăвна кирлĕ пек тытса тăратăн.

Çĕнĕ, хăтлă хваттерсенче пурăнас текенсен васкамалла. «Вурнарская» МСО директорĕ Иван Сандомиров пĕлтернĕ тăрăх, ку çуртра темиçе хваттер сутлăхра юлнă.

Хальхи вăхăтра Вăрнар строителĕсем ку çурт çумĕнчех тепĕр икĕ подъезд çĕклессипе тимлеççĕ. Унта 1 тата 2 пÿлĕмлĕ хваттерсем пулĕç. Туянакансен кăмăлне кура строительсем пÿлĕмсенче шалти отделка тусах парĕç.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/552-tep-r-urt-khuta-kajr


Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: