Мы в соцсетях:


Тĕрĕслевсем пыраççĕ

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн патшалăх инспекторĕсем çулталăк пуçланнăранпа çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе 514 административлă тĕрĕслев ирттернĕ. 293 тĕслĕхĕнче саккуна пăснине тупса палăртнă.

«Рейдсем вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕхсем тăрăх – сăмахран, уйрăм çурт вырăнне нумай хваттерлĕ çурт е хăна çурчĕ çĕкленĕ, хăй çĕрĕнчен пĕр е икĕ метр иртсе кайнă е темиçе сотка ярса илнĕ... – тĕрĕслеве вăйлатаççĕ е административлă протокол çыраççĕ», – пĕлтерет управленин çĕр инспекторĕ Юрий Павлов.

Административлă тĕрĕслевсене граждансене пĕлтермесĕрех ирттереççĕ. Нумай чухне – дистанци мелĕпе. Вĕсен кăтартăвĕсене Росреестрăн официаллă сайчĕн регионти уйрăмĕнче (https,//rosreestr.ru) «Открытая служба» – «Проведение проверок» пайра пăхма пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/559-t-r-slevsem-pyra

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: