Мы в соцсетях:


Вăрнар театр фестивальне йышăнать

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче республикăри халăх театрĕсен тата драма коллективĕсен «Тамаша» фестивалĕ пулать. Унта Чăваш енри 13 ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать.

Творчество коллективĕсем – Элĕк, Канаш, Етĕрне, Шупашкар, Тăвай, Муркаш, Комсомольски районĕсенчи, Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ тата Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çурчĕсен ушкăнĕсем – хăйсен спектаклĕсене Хирпуçĕнчи, Хăмăшри, Чăрăш Ишекри, Çĕрпелти, Ярмушкари, Чăрăшкас Хирлепри, Мăньял Хапăсри, Уйкас Кипекри, Кÿстÿмĕрти, Мăн Явăшри, Аçăмçырминчи, Санарпуçĕнчи, Çăлкас Кăкшăмри культура çурчĕсен сценисем çинче кăтартаççĕ. Спектакльсем 14 сехетре пуçланаççĕ.

Çав кунах 18 сехет те 30 минутра вара районти культура çуртĕнче республикăри III фестивале хутшăнакансен пĕрлештернĕ кăтартăвĕ пулать.

Республикăра клуб учрежденийĕсенче пĕтĕмпе 585 театр коллективĕ. Вĕсенчен 49-шĕ халăх ятне илнĕ. «Тамаша» фестиваль пуçласа виçĕмçул Элĕкре иртнĕ, унта сакăр ушкăн хутшăннă. 2-мĕшĕнче, Етĕрне районĕнче иртнинче, куракансем 10 коллективăн пултарулăхĕпе паллашма пултарнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/588-v-rnar-teatr-festivalne-jysh-nat

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: