Мы в соцсетях:


Мĕнле чĕнмелле-ши?

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Автовокзалта тарăн шухăша кайса автобус кĕтсе ларатăп. Сасартăк такам хăрушла çухăрашнипе шартах сикрĕм. Пăхатăп: касса умĕнче пĕр 60 çулсенчи хĕрарăм куçне-пуçне чăлхăртса, сурчăкне сирпĕтсе çамрăк çын çине мĕнпур вăйран кăшкăрать: «Эп ăçтан сан бабушку пулам?! Мĕнле чĕлхÿ çаврăнать сан мана çавăн пек чĕнме?!» Тем тĕрлĕ кÿренмелли сăмахсемпе хăртать каччăна. Лешĕ аванмарланса кайрĕ, хирĕç нимĕн те чĕнеймест. Кинемей чарăнма шутламасть те, çĕрте-çÿлте çук сăмахсемпе вăрçать. Чи çемçерех сăмахĕ унăн – «сволочь».

– Каçарăр, тархасшăн, пĕлеймерĕм. Темле чĕнмеллеччĕ ĕнтĕ ман сире? – аранах сăмах хушать пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайнă «айăпа кĕнĕ» каччă.

– Эс тата манпа калаçма хăятăн-и?! – кăшкăрашать çиллине ниçта чикеймен хĕрарăм.

Ку йĕркерен тухнă çынпа калаçса тăнин усси пулас çуккине туйса-ши, çамрăк çын часрах вокзалтан кайма васкарĕ. Алăк умне çитсен: «Вăт бабушка!» – тесе, залра ларакансене култарса хăварчĕ. Хĕрарăм вара, çиллине шăнараймасăр, зал тăрăх хăйне паттăрла, çĕнтерÿçĕлле тытса урлă-пирлĕ уткаларĕ. Тумтирĕ тăрăх вăл хулара е поселокра пурăнать пулĕ, тесе шутларăм: йĕркеллĕ, çыпăçуллă пальто, калпак тăхăннă.

Эпĕ чунтанах шеллерĕм. Кама? Каччăна тетĕр-и? Ăна мĕншĕн хĕрхенмелле? Унăн, авă, кулăш туйăмĕ те пур. Апла пулсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, лайăх. Кинемее хĕрхентĕм. Ахальтен туллашмасть ĕнтĕ вăл. Тен, унăн пысăк хуйхă пулнă. Тен, ăна çывăх çыннисем пăрахнă та, вăл тăр пĕччен тăрса юлнă. Тен тата, вăл çавăн пек йывăр характерпа çĕр çине килнĕ. Пулаççĕ вĕт ун пек çынсем. Вĕсен ятлаçса-вăрçăнмасан чунĕсем канмаççĕ, кунне пĕрре кама та пулин кÿрентермесĕр пурăнаймаççĕ çавăн йышшисем. Паллах, питĕ йывăр вĕсене йĕркеллĕ çынсем хушшинче лăпкăн пурăнма.

«Сире мĕнле чĕнмеллеччĕ çак çамрăк çыннăн?» – тесе питĕ ыйтас килчĕ ман çак телейсĕр ватă çынран. Тем чарса тăчĕ унпа сăмах пуçлама, хам та пĕлместĕп. Ахăртнех, ун ăшĕнчен тапса тăракан сивĕлĕх, хаярлăх, курайманлăх тытса чарчĕç пуль мана ун çывăхне пыма. Ыйтнă пулсан, тен, вăл мана тахçантанпах канăç паман ыйту çине хурав панă пулĕччĕ: мĕнле чĕнмелле пачах палламан çынсене? Çамрăксене чĕнме çăмăлтарах пек-ха: «хĕр ача», «çамрăк çыннăм». Ватă çынсене мĕнлерех чĕнсен килĕшÿллĕ-ши? «Ырă çыннăм» тени вырăнлă пек туйăнать. «Тăванăм» та лайăх сăмах. Анчах вокзалта мыскара кăтартнă хĕрарăм пекки лексен: «Эп ăçтан сан тăвану пулам?!» – тесе кăшкăрса пăрахас хăрушлăх та пур.

Вырăс чĕлхи чĕнÿ сăмахĕсемпе пуянрах-ха: «мужчина», «женщина». Анчах та ку сăмахсем темшĕн килĕшÿллех мар пек, чĕре патне пымаççĕ. «Девушка», «молодой человек» тенисем вырăнлă пек. «Товарищ», «гражданин» йышшисем иртнĕ вăхăтсене юлса пычĕç. Халь эпир пурте господасем пулса тăтăмăр та, «господин», «госпожа» тесе чĕнме те юрать пуль пĕр-пĕрне. «Сударь», «сударыня» сăмахсем те начарах мар пек. Вырăссене «уважаемый(ая)» тесе чĕнни килĕшÿллĕ пек туйăнать.

Çапах та чи кирли – палламан çынна мĕнле сăмахсемпе чĕнни мар, вĕсене еплерех кăмăлпа калани. Сăмахĕсем чĕререн тухчăр, хамăрпа калаçакан çынна хисепленине палăртчăр.

Ку ыйту пирки вулакансем мĕнле шухăшлаççĕ-ши?

Çак ыйтусем тавра юнашар ларакан вăтам çулсенчи хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр. Пĕрре пăхсанах вăл мана тахçанах палланă çын пек, çывăх тăван пек туйăнса кайрĕ. Лăпкăн та ăшшăн пăхакан куçсем, çамрăк чухнехи илеме çухатман кăмăллă сăн-пит, çÿç-пуçне килĕшÿллĕ тураса майлани, илемлĕ те çыпăçуллă тумтир – çаксем тÿрех куçсене тыткăнлаççĕ. Хĕрарăм хăйне хăй пăхса, тирпейлесе тăни пăлăрать. Ун тавралла çутă та ăшă хумсем чупнине туйса илетĕп. Пĕр сăмахпа каласан, ман çумра – тумĕпе те, чунĕпе те илемлĕ çын. 

Унпа калаçма пуçласан ман пăсăлнă кăмăл самантрах уçăлса кайрĕ. Пĕр чарăнми итлес те итлес килчĕ вăл каласа панисене. Ку хĕрарăма пурнăç питĕ хытă авнă, лăсканă иккен, анчах хуçса пăрахайман. Мăшăрĕ ун çине ним сăлтавсăрах, пĕрре кăна мар ал çĕкленĕ. Тăхăр çул каялла вăл çĕре кĕрсен, çамрăк хĕрарăм пиллĕк ачапа тăрса юлнă. Инкек пĕччен çÿремест, теççĕ халăхра. Упăшкине пытарнă хыççăнах кĕçĕн ачи, çулталăк çурăрискер, питĕ хытă чирлесе ÿкнĕ, ăна больницăна вырттарма тивнĕ. Вутри пек çуннă хĕрарăм. Чăтса ирттернĕ. Хăшĕсем пек, хуйха çĕнтереймесĕр ĕçкĕпе те туслашман, пăсăлса та кайман. Пĕтĕм вăйне-халне ачисене пăхса ÿстересси çине янă. Халĕ вĕсемпе тата юратнă мăнукĕпе савăнса пурăнать. Хăйне усал сунакансене каçарма вăй çитернĕ хыççăн чунра питĕ ырă, çăмăл пулса кайни çинчен тĕлĕнмелле ăшшăн, кăмăллăн каласа парать. «Каçарма пĕлекенсем телейлĕ», – хушса хучĕ вăл юлашкинчен.

Пур-ха пирĕн хушăра ырă çынсем, нумай. Вĕсене курма-туйма çеç пĕлмелле, çав çынсенчен пурăнма вĕренсе пымалла. Шел, ку кăмллă çыннăн ятне-шывне ыйтса пĕлме чухлаймарăм. Вăл 46 çулта пулнине, Мăн Явăшра пурăннине çеç пĕлсе юлма ĕлкĕртĕм. Эпĕ ăна ырлăх-сывлăх, ачи-пăчисенчен, мăнукĕсенчен пархатар курма, вĕсемпе савăнса пурăнма вăрăм та телейлĕ ĕмĕр сунатăп.

Ольга КОРОТКОВА.

Çĕнĕ Мĕлĕш.

Источник: http://putpobedy.ru/publikatsii/606-m-nle-ch-nmelle-shi

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: