Мы в соцсетях:


Сывлăхшăн кашни çын яваплă

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

ВИЧ-инфекци  пĕтĕм обществăшăн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Паян çак инкекпе кĕрешме чылай ресурс хывăнать, анчах та инфекци ернĕ тата СПИДпа чирлисен шучĕ ÿссех пырать. Ăна пĕрлехи вăйпа кăна чарма пулать. Кашни çыннăн хăй сывă пулнине пĕлмелле.

Раççейре кунсерен 200 ытла çынна ВИЧ ерет тата унран 60 ытла çын вилет. Ку чире регистрацилеме тытăннăранпа çĕршывра 76,1 млн «чирлĕ» тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенчен 35 млн çын вилнĕ. Пĕлтĕр ВИЧ пуçласа ернĕ 1,8 млн çынна тупса палăртнă,  вăл пуçарнă çынсенчен 1 млн çын вилнĕ.

Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне пирĕн республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 1931 çын пурăнни паллă. Чир ытларах Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Етĕрне, Шăмăршă тăрăхĕсенче, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче анлă сарăлнă.

Иммунодефицит вирусĕ çыннăн иммун тытăмне айăпласа вăрах чир пуçарать, вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Çын организмне пĕрре лексен унта вăл ĕмĕрлĕх юлать. Пĕрремĕш стади нимле паллăсăр иртет. Вăл 3 эрнерен пуçласа сайра хутра çулталăк таран тăсăлать. Çын хăй пĕлмесĕрех ку вăхăтра чире ыттисене те ертет. Уйрăмах вăл çыннăн биологи шĕвекĕсем урлă хăвăрт ерет: юн, ар вăрлăхĕ, хĕрарăмăн ар органĕн шĕвекĕ, кăкăр сĕчĕ урлă.

Хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекци ар çыхăнăвĕ урлă, хĕрарăмăн ар органĕн шĕвекĕ, чирлĕ çыннăн юнĕ сывă çынна лекнипе ернине чылай шута илнĕ. Уйрăмах наркотикпе туслисене чир хăвăрт лекме пултарать. Вĕсен иммунитечĕ ахаль те айван.

ВИЧ ерекен тепĕр çул  чир амăшĕнчен çири ачине куçни. Анчах та кунашкал хĕрарăмсем те хăйсене пысăк тимлĕх уйăрсан сывă ача çуратма пултараççĕ.

ВИЧ-инфекцирен сывалма пулмасть. Анчах та вируспа кĕрешекен препаратсене ĕçни, яланах сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыни ĕмĕре вăрăмлатма пулăшать.

Енчен те сирĕн ВИЧ-инфекцие асăрхаттарас, диагностика тăвас тата сипленес тĕлĕшпе ыйтусем пулчĕç-тăк, СПИД-па тата инфекци чирĕсемпе кĕрешекен республикăри центра (Шупашкар хули, Ленин пр., 32-мĕш А çурт) килме е ыйтусене http://www.rc-spid.med.cap.ru сайтра пама пултаратăр.

Ирина КОЧЕРОВА,

центрăн пай заведующийĕ.  

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: