Мы в соцсетях:


Эстафетăра тупăшрĕç

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Амăшĕн кунĕ ячĕпе «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Эрнекун кунта тимлекенсем «Шупашкарти савни» камите пăхса киленчĕç. Вырсарникун завод ĕçченĕсем эстафетăра тупăшрĕç. Унта ултă çемье хутшăнчĕ. Ăмăрту Вăрнарти спорт комплексĕнче иртрĕ.

Эстафетăна Анастасийăпа Николай Егоровсем Дарьăпа Петр ачисемпе (180-мĕш, ЛПХ цехĕсем), Венерăпа Алексей Кирилловсем Кирилл тата Данил ывăлĕсемпе (ЛПХ цехĕ), Маринăпа Сергей Михайловсем Даниил тата Елизавета ачисемпе (ЖДЦ), Натальяпа Александр Ивановсем Дарья тата Егор ачисемпе (181-мĕш цех), Людмилăпа Юрий Петровсем Еленăпа Дмитрий ачисемпе («Химик» суту-илÿ çурчĕ; энергоцех), Екатеринăпа Сергей Филипповсем Дарья тата Вадим ачисемпе (хуçалăх служби) тухрĕç.

Старта тухиччен вĕсем «Некст» фитнес-ушкăн хĕрĕсемпе зарядкăна хутшăнчĕç. Пурте «Химик» спортклубĕн фитнес-аэробика секцийĕн пĕчĕк хĕрĕсен ташшине пăхса киленчĕç.

Йĕркелÿçĕсем çемьесем валли кăсăклă заданисем хатĕрленĕ: апат-çимĕç кÿмипе чупасси, мечĕке карçинккана персе кĕртесси, пысăк шахмат фигурисене лартса тухасси тата ытти те. Çĕнтерÿшĕн кашни çемье чунтан тăрăшрĕ, куракансем вĕсене хавхалантарса тăчĕç.

Жюри  Елена Аликова, Светлана Титова, Юрий Агилов  туслăх çĕнтернине палăртрĕ. Кашни çемье пысăк торта тата «Спортмастер» лавккара тавар туянма сертификата тивĕçрĕ. Петровсене вара  ăмăртура пуринчен ăнăçнă çемьене  уйрăм призпа чысларĕç.

Людмила ИВАНОВА.  

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: