Мы в соцсетях:


Макăртрĕç те, култарчĕç те

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Вăрнар çĕрĕ çинче чи пултаруллă режиссерсем, чи пултаруллă артистсем пухăнчĕç. Малтанах Элĕк, Канаш, Етĕрне, Шупашкар, Тăвай, Муркаш, Комсомольски районĕсенчен, Шупашкарти Ухсай, Хусанкай ячĕллĕ, Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çурчĕсен коллективĕсем вунвиçĕ ялта спектакльсем лартрĕç.

Хăйсене Вăрнар халăхĕ ăшшăн йышăнни, тăвăллăн алă çупса саламлани пирки пĕр-пĕрне вĕсем районти культура çуртне çитсен кала-кала кăтартрĕç. Гала-концерт умĕнхи хавхаланăва артистсем сцена çинче те сÿнтермерĕç. Кунĕпе çул çинче, кайран ялсенче пулма, унтан пĕтĕмлетÿллĕ концерта хутшăнма тиврĕ пулин те ывăннине кăтартмарĕç вĕсем.

Районта пурăнакансем «Шăматкун каçхине», «Хĕрĕме калам, кинĕм илттĕр», «Тăватă туй», «Пуса каччи», «Ăслă арăм», «Çĕмĕрт каллех çеçкере», «Юнланнă пĕркенчĕк», «Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ», «Вĕлтрен кайăкĕ», «Улька кинĕн виçĕ кинĕ», «Эсĕ кайрăн та...» спектакльсен сыпăкĕсене тата кулăшла сценкăсене пăхса киленчĕç. Сцена çинчи пурнăçа чĕрисем витĕр кăларса макăрчĕç те, хырăм тытса кулчĕç те.

Фестивале хутшăнакансене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Григорьев, Геннадий Кириллов, чăваш халăх артистки, пирĕн ентеш Анна Кутузова, район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Ирина Алексеева саламларĕç. Театр культура чунĕллĕ çынсем пуррипе тытăнса тăнине палăртрĕç, ушкăнсене çĕнĕ спектакльсем, йышлă куракансем сунчĕç.

Виçĕ сехет ытла тăсăлчĕ фестиваль. Сцена çине 117 артист тухрĕ. Хăшпĕр спектакль сыпăкĕсем пурнăçа хаклама, сывлăха упрама, тимлĕхлĕ пулма вĕрентрĕç. Камитсем ĕçкĕçсене, якăлти, ăмсанакан çынсене питлерĕç...

Мĕн тери ăста калăпларĕç сăнсене артистсем! Вĕсем хушшинче вăрнарсем те пулни чуна хăпартлантарчĕ. Акă Ольга Ухтерикова (Çĕрпел тăрăхĕнчен), халĕ Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи халăх театрне ертсе пыраканскер, Римма Гавриловапа пĕрле шÿтлĕ номерпе куççуль тухиччен култарчĕç.

Хăнасене Вăрнарти халăх театрĕн артисчĕсем те савăнтарчĕç: Надежда Ванюшина, Дмитрий Иванов, Александр Иванов, Галина Иванова режиссер, Кристина Никифорова, Александр Васильев.

Сăмах май, вăрнарсем театра çĕнĕрен чĕртсе янăранпа халăх умне вунă енне спектакль кăларнă. Халĕ вĕсем Геннадий Терентьевăн «Энĕш хĕрринче» спектакльпе ĕçлеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: