Мы в соцсетях:


Тепĕр мастер хушăнчĕ

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 2

Иртнĕ эрнере Раççей спорт министрĕ Павел Колобков «Раççей спорт мастерĕ» ята парасси пирки хушăва алă пуснă.

Телейлисен списокне Чăваш енри виçĕ спортсмен кĕнĕ. Вăл шутра пирĕн район çамрăкĕ Алик Волков та пур.

«Раççей спорт мастерĕ» ята Алик кире пуканĕн спортĕнчи çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ. Вăл  ку енĕпе нумай хутчен республика чемпионĕ, Раççей призерĕ.

Алик Волков  Кÿстÿмĕр тăрăхĕнчен. Спортăн ку тĕсĕпе ăсталăха ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕнче Юрий Агилов тата Александр Иванов тренерсем пулăшнипе туслашнă. Çарта пулнă хыççăн Шупашкарти «Энергия» спорт шкулĕнче ăсталăха туптать.

Раççей спорт мастерĕн нормативне пĕлтĕрхи апрельте Шупашкарта регионсем хушшинчи турнирта пурнăçланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: