Мы в соцсетях:


Грузчикран директор таран

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 4

Вăрнарта пурăнакан Николай Синицынпа ăнсăртран тĕл пултăмăр. «Кассан – турпас, калаçсан – сăмах» тенешкел, сăмах-юмах пуçарса янă май паллашсах кайрăмăр. Вăл тивĕçлĕ канура пулнине пĕрре пăхсах ăнлантăм, анчах та 83е çитнине пĕлсен кăшт тĕлĕнтĕм те – çакă чăнлăхпа пĕр килмен пек туйăнчĕ. Мĕнех калăн, вăхăта тытса чарма май çук, пĕр вĕçĕмсĕр малаллах каять. Николай Синицынăн ÿсĕмне кура мар вăй-халĕ çителĕклĕ. Райцентрти хăтлă хваттерте пĕччен пурăнсан та кичемлĕхе кĕрсе ÿкмест, тухса çÿреме тата çынсемпе хутшăнма тăрăшать.

Николай Васильевич Пăртас ялĕнче 1934 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ачашланса ларма май килмен, ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе пĕр килнĕ те, каникул кунĕсенче колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Аслисемпе тан ырми-канми ĕçленĕ.

– Пăртас шкулĕнче çичĕ класс пĕтертĕм. Каникулта канман. Çуркунне фермăран тислĕк кăларнă, çулла купăстапа махорка шăварнă. Улăх-çарана утă тавăрса типĕтме те çÿренĕ. Пирĕн ÿсĕмрисемшĕн урамра вăйă выляма вăхăчĕ тупăнман, мĕншĕн тесен ĕç малти вырăнта тăнă. Паллах, шкулта лайăх вĕренме тăрăшнă. Пытармасăр калатăп, пурнăç утьăкка сиктермен пире, – терĕ Н.Синицын.

Унăн ашшĕне 1943 çулта вăрçа илсе кайнă. Ăна каялла сывă таврăнасса пурте чăтăмсăр кĕтнĕ. Çапăçу хирĕнче икĕ хутчен аманнăскер 1945 çулхи декабрьте тăван яла çитнĕ. Ашшĕ килсен пурнăç кашниншĕн çĕнелнĕ пек туйăнма пуçланă.

Николай Васильевич 1947 çулта, Пăртас шкулĕпе сывпуллашсан, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ.

– Укçа-тенкĕсĕр нимĕн те тăвайман. Çавăнпах Сĕнтĕрвăррине кайиччен чукун çул çинчи юсав ĕçĕсене хутшăнтăм. Ятарлă мехколонна пурччĕ. Унти ĕçченсемпе пĕрле темĕн те пурнăçлама тиветчĕ. Йывăр пулсан та ĕçе пăрахса тарман. Сĕнтĕрвăрринчи техникумра вĕренме пуçласан вара çирĕп пĕлÿ илесси çине пысăк тимлĕх уйăртăм. Анчах та виçĕ уйăхран, укçа-тенкĕрен хĕсĕнсе çитнĕрен, яла таврăнтăм. Хыççăнах Вăрнарти вăтам шкула вĕренме кайрăм. Вунă класс пĕтертĕм. Алла аттестат илсен Вăрнарти хими заводне грузчике вырнаçрăм, – васкамасăр калаçрĕ Н.Синицын.

Вăл çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Хĕрĕх килограмлă михĕсене цехран склада куçарма тивнĕ. Сменăра вунсакăр тонна йăтнă. ,ç вăхăчĕ – сакăр сехет. Виçĕ сменăпа ĕçленĕ, çавăнпа графикпе килĕшÿллĕн каçхине те грузчик тивĕçне пурнăçланă. Çамрăкăн çывăрас та килнĕ, анчах чăтнă, хăйне юлхавлăха кĕрсе ÿкме паман. Сакăр сехет хушшинче апатланнă вăхăтра çеç пĕр самант канса илме пултарнă, ыттине йăлтах ĕçпе çыхăнтарнă.

Каччăна вĕренес шухăш канăç паман. Çулталăкран Тутарстан республикинчи Чистопольри вăрман техникумне, экзаменсене ăнăçлă тытнăран, вĕренме кĕнĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра виçĕ çул пĕлÿ пухнă. Н.Синицын техник-механик пулса тăнă. 1957 çулта ăна направленипе Вăрнарти выльăх пусса тирпейлемелли пункта ĕçлеме янă. Техник-механикра тăрăшма пуçланă. Çав çулхинех ку пунктран аш-какай комбиначĕ туса хунă. Çамрăк специалистшăн яваплăхĕ татах та ÿснĕ. Николай Васильевич 1959 çулта Ленинградри сивĕтмĕш промышленноçĕн институтĕнче квалификацие ÿстерме пуçланă. Виçĕ çултан Вăрнарти аш-какай комбинатне каялла таврăннă, тĕп инженер-механик должноçне шанса панă.

– 1965 çулта районти ĕçпе юрă уявне кайрăм. Сцена çине пĕр хĕр тухса юрлани чуна тыткăнларĕ. Акатуй пĕтиччен унпа паллашма хăюлăх çитертĕм. Вăл Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена пулчĕ. Пике Вăрнарти çĕвĕ цехĕнче ĕçлет иккен. Паллашу хыççăн пĕр-пĕринчен уйрăлмарăмăр, ултă уйăхран çемье çавăртăмăр. Икĕ çултан Саратоври аслă командăпа инженери училищине вĕренме кайма тиврĕ. Маншăн вĕренÿ çакăнпа çеç вĕçленмерĕ, марксизм-ленинизм университетĕнче, çавăн пекех Мускаври сĕтпе аш-какай промышленноçĕн институтĕнче тата Чăваш ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа пĕлÿ илтĕм, – иртнине аса илчĕ Николай Синицын.

,çре хастарлăхпа палăрнăран тата тавракурăмĕ пысăк пулнăран 1972 çулта ăна Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕн тилхепине тыттарнă. Яваплă должноçре 15 çул ĕçленĕ. Çав çулсенче ĕç кăтартăвĕсене чылай лайăхлатма май килнĕ, çĕнĕ объектсем хута кайнă. 1984 çулта завод социализмла ăмăртура производствăпа экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн Раççей Федерацийĕн аш-какай промышленноç министерствин куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне тивĕçнĕ. 1986 çулта та ăна тепĕр хут илнĕ. Завода ытти наградăсене те панă.

– Директор ĕçне пăрахсан типĕтнĕ сĕт заводĕнче инженер-энергетикра вăй хутăм. Мăшăрпа пĕр ывăлпа хĕре тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтертĕмĕр. Халĕ иккĕшĕ те Мускавра. Юратнă çыннăм – Елена Михайловна ултă çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Халĕ пĕчченех. Ачасем манмаççĕ, отпускра çулсерен килеççĕ, – пĕлтерчĕ Н.Синицын.

Вăл вулама юратать, район хаçатне уйрăмах килĕштерет. Район хыпарĕсене туллин пĕлни ватăна пурнăçпа тан утма май парать.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: