Мы в соцсетях:


Ентешĕн çĕнĕ кĕнеки

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 15

Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Со щитом и мечом» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Çĕршывăн хăрушсăрлăх органĕсен 100 çулхи юбилейне халалланă кĕнекен авторĕ тата пухса хатĕрлекенĕ – вăрнарсен паллă та пултаруллă ентешĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ, Раççей Федераци Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ветеранĕсен Канашĕн членĕ, «Вестник Совета ветеранов Управления ФСБ России по Чувашской Республике» хаçатăн тĕп редакторĕ Валерий Павлович Кошкин.

Ку хутĕнче те презентацине хутшăннисем – Раççей Федераци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕн çумĕ С.Г.Баранов полковник, кадрсен пайĕн пуçлăхĕ В.Ю.Храбров полковник, Чăваш Республикинчи Хăрушсăрлăх министрĕ пулнă В.А.Тихонов отставкăри генерал-майор, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ В.Н.Алексеев, республикăри «Пограничное братство» обществăлла организацин пуçлăхĕ А.Б.Шорников тата библиотека ĕçченĕсем çĕнĕ кĕнекене питĕ пысăк хак пачĕç. Телевиденипе радио корреспонденчĕсем передачăсем çырса илчĕç. Мускавран С.К.Воронов генерал-лейтенант тав сăмахĕ ярса панă. Автора саламлама унпа Хăмăш шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ Михаил Павлов инженер-строительпе Леонид Репин инженер-конструктор та (иккĕшĕ те – Услапаран) пынă. Ачаран пĕрле ÿснĕ çынсем тата уява пынă ветерансем юлташне тата ĕçтешне хаклама, хисеплеме пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Эпĕ Вăрнар районĕнче ĕçленĕ, чылай çынна паллатăп, пĕлетĕп, хăй вăхăтĕнче хими заводĕнчи акăлчан специалисчĕсем сăтăрла ĕçсем ан туччăр тесе тăрăшнă, Хăмăшра пурăннă Иран çыннипе Аббаспа курса калаçнă, вăл Нурăсри промкомбинатра социализмла ĕç ударникĕ ятне илме тивĕçнĕччĕ. Каярахпа эпĕ Германире те пулнă, тăван республикăра Андриян Николаев летчик-космонавтпа тата Святослав Федоров врач-офтальмологпа çывăх туслашнă, юнашар çÿренĕ. Вăрманкасри шкулта Ульяновск облаçĕнчи пирĕн Ялавăр ялĕнчен РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ Александра Николаевна Посадская учительница вĕрентетчĕ. Илья Павлович Прокопьевпа Антип Николаевич Николаев, Анатолий Викторович Емельянов маншăн тĕслĕхлĕ çынсем пулнă. Чăннипе, Валерий Павлович Кошкин та мана вĕсене аса илтерет – обществăшăн тăрăшакан сăпайлă çынпа эпир мухтанатпăр.

ФСБ Управленийĕн начальникĕн çумĕ С.Г.Баранов палăртнă тăрăх, кĕнеке уявĕнче Калининăри вăтам шкулти кадетсен чăн-чăн патриотла сăвăллă саламĕ пеккине вăл халиччен курман та, илтмен те. Нурăс ачисем çиччĕн пырса чуна пырса тивекен патриотла тĕрĕс сăмахсем каласа кĕнеке уявне пынисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Пухăннисем шкул директорне Татьяна Павловна Ефимовăна калама çук пархатарлă пысăк ĕçшĕн тав турĕç. Апла пулсан, çĕршывăн пуласлăхĕ пурах.

Эмиль УРГАЛКИН,

Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи

Управленийĕн  ветерансен Канашĕн председателĕ.

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: