Мы в соцсетях:


Сусăрсен ыйтăвĕ тавра – пресс-конференци

ПОДЕЛИСЬ!
Просмотров: 5

Виçĕмкун Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн пуçлăхĕ инвалидсен федераллă реестрĕ пирки видеорежим мелĕпе пресс-конференци ирттерчĕ.

Чăваш енри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева федераллă çĕнĕ регистр пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ăна иртнĕ çул йĕркеленĕ, туллин вара вăл кăçалтан ĕçлеме тытăннă. Патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсемпе вара унта инвалидсем çитес çул пуçламăшĕнчен анлăн усă курма тытăнĕç.

Роза Алексеевна реестрăн официаллă сайтĕнчи «уйрăм пÿлĕм» çинчен ăнлантарчĕ, инвалидсем унта реабилитаци программине тĕплĕн тĕпчеме, патшалăх пулăшăвĕсем пирки тата ытти çинчен пĕлме пултараççĕ. Сăмахран, «Пурнăçри пулăмсем» уйрăмра вăл е ку лару-тăруран епле тухмаллине тĕплĕн ăнлантарнă.

Роза Кондратьева çавăн пекех социаллă тÿлевсем, инвалид-ачасене пулăшасси çинче чарăнса тăчĕ. Район представителĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Пресс-конференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Иванов инвалидсен федераллă реестрĕнчи пĕрлехи информаципе пурте паллашма пултарнине, сусăрсем вара хăйсене пăшăрхантаракан мĕнпур ыйту хуравне тупма пултарнине палăртрĕ. Анчах çакăн валли патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче (www.gosuslugi.ru) регистрациленмелле. Ку енĕпе вĕсене Пенси фончĕн управленийĕнче, çавăн пекех МФЦ офисĕнче тата ĕçлев центрĕнче пулăшĕç.

Республикăра пĕтĕмпе 84 пин те 900 сусăр çын пурăнать, вăл шутра 4537 инвалид ача. Пирĕн районта хевтесĕр çынсем 2335-ĕн.

Инвалидсен федераллă реестрĕ пирки тулли информаци www.spri.ru сайтра.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: Газета "Путь Победы"

Чтобы быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!
ПОДЕЛИСЬ!
Мы в соцсетях: