Ялйыш хисепĕнче

Сен022015

 Ялйыш хисепĕнче

Пăртасри хисеплĕ çынсенчен пĕри – Алексей Мефодьевич Белов сумлă юбилейне паллă тăвать. Тĕрĕссипе, ăна сакăр вун пиллĕкре тесе калаймăн, халĕ те вăр-вар, çаврăнăçуллă. Хамăр районти Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕскерĕн пурнăçĕн ытларах тапхăрĕ – аллă пĕр çул – Пăртаспа çыхăннă. Ялти вăтам шкулта мăшăрĕпе, Анфиса Петровнăпа, вуншар çул çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ панă. Сăмах май калас-тăк, А.Белов амăшĕ те вĕрентекен пулнă, вăл унăн ĕçне малалла тăснă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çуралнисен ачалăхĕ вăрçа пула пĕртес çăмăл пулман. Ашшĕ Мускав çывăхĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă. Алексей пĕчĕкренех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Апла пулин те шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ. 1945 çулта Сăкăт каччи Калининăри педагогика училищинче пĕлÿ пухма тытăннă. Виçĕ çултан çамрăк учитель Мăн Явăш шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн Алексей Мефодьевич Çĕрпÿ тата Канаш районĕсенчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. 1964 çулта Вăрнар районне, кукамăшĕ çуралса ÿснĕ Пăртас ялне, çемйипе куçса килнĕ, завучра ĕçлеме тытăннă. Тепĕр çултан кунта вăтам шкул уçнă. Ку тапхăрта Пăртасри вăтам шкулти учительсен çамрăк та туслă коллективĕ вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче районта кăна мар, республикăра та чапа тухнă. Уйрăмах Алексей Мефодьевич палăрса тăнă. Вăл çак шкулăн хăйне евĕрлĕ чĕри, мĕнпур ырă ĕçе пуçарса йĕркелекенĕ пулнă. Çав çулсенче ялти шкулта ултçĕре яхăн ача пĕлÿ пухнă.

Беловсем ăслă-тăнлă, ырă ачасем пăхса çитĕнтернĕ. Шел, асли, Виталий, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Юрий – юстици полковникĕ, Мускавра пурăнать. Йĕкĕрешсем те – Николайпа Валентина – аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ Хусанта, хĕрĕ Канашра ĕçлесе пурăнаççĕ. Алексей Мефодьевичпа Анфиса Петровнăна çичĕ мăнукĕ тата виçĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.

Юбилей ячĕпе, хисеплĕ Алексей Мефодьевич!

Н.ВАСИЛЬЕВ.

Анфиса Петровна тата Алексей Мефодьевич Беловсем.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии


Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Ялйыш хисепĕнче" здесь: