Алăра – тĕп документ

Подпишись на нас:

Ыран çĕршывăмăрти мĕнпур çыншăн тĕп уява – Раççей кунне – паллă тăватпăр. Çак куна халалласа район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем савăнăçлă мероприяти хатĕрленĕ.

Хăнана вĕсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн паспортне пĕрремĕш хут алла тытакан çамрăк граждансене чĕннĕ.

Пурнăçри тĕп документа илекенсемпе хумхануллă саманта пĕрле пайлакансем, паллах, – ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем. Хĕрсемпе каччăсене пĕлтерĕшлĕ пулăмпа Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ Андрей Губанов тата Николай Кириллов академик саламланă. Вĕсем Раççей гражданинĕ пулни хисеплине тата яваплине палăртнă, чăн-чăн гражданин Тăван çĕршыва юратма тата хÿтĕлеме, тĕрлĕ халăхăн культура тата наци пуянлăхне упрама, чи мухтавлă çынсен тĕслĕхĕпе танлашма тивĕçлĕ, тенĕ.

ЗАГС ĕçченĕсем çамрăксем валли кĕтмен «экзамен» та хатĕрленĕ. Çапах та тĕрĕслев вĕсене хăратман, Раççей историйĕ тата символĕсене пĕлнине çирĕплетсе вĕсем ыйтусене тĕрĕс те хастар хуравланă. Хĕрсемпе каччăсем паспортсене Раççей кунĕ умĕн савăнăçлă лару-тăрура тивĕçни – вĕсемшĕн пысăк чыс. Çакă гражданин ятне пурнăç тăршшĕпех çÿлте тытма хавхалантарĕ.


Следующее: В Вурнарах прошла праздничная акция, посвященная Дню России

Предыдущее: График работы АУ «МФЦ» Вурнарского района



Поделиться!