Анлă калаçу

Подпишись на нас:

Виçĕмкун Раççей Президенчĕ Владимир Путин анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Шучĕпе вăл 14-мĕш. Унта хамăр тата ют çĕршывсенчи 1702 журналист хутшăннă.

Владимир Путин калаçăва çĕршыв экономикин тата социаллă пурнăçĕн 10 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Президент палăртнă тăрăх, федераци бюджечĕ 2011 çултан пуçласа профицитлă: кăçал ВВП 2 процент ытла ÿснĕ, инфляци 4 процентран кăшт çеç иртĕ.

Хальхи вăхăтра çынсен кун-çулĕн тăршшĕ вăрăмланнине шута илнĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту 72,7 шайра пулнă-тăк, кăçал 72,9 çула çити ÿснĕ.

Путин каланă тăрăх, «пирĕн аталанмалла», «çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле». Çавна май укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла. Ку енĕпе наци проекчĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме 20,8 триллион тенкĕ пăхса хăварнă. Инфратытăм аталанăвĕн планне 12 пайран йĕркеленĕ: вĕрентÿ сывлăх сыхлавĕ, цифра экономики...

Раççей производствине тĕрев пама триллионсем уйăрни çинчен калаçнипе пĕрлех В.Путин патне çĕршыв хăрушсăрлăхĕ, санкцисем, пенси, бензин хакĕ, çÿп-çап, каяш тĕлĕшпе çыхăннă тата ытти ыйтусем пулчĕç.

Источник статьи




Поделиться!