Ашшĕсен патрулĕ спорт аталанăвĕшĕн

Подпишись на нас:

Декабрь вĕçĕнче пĕтĕм Раççейĕпе «Отцовский патруль. Мы ГоТОвы!» акци старт илнĕ. Чăваш енре ăна ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй, Ашшĕсен канашĕ йĕркелесе ертсе пыраççĕ.

Ачаллă çемьесем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çемье спорчĕпе канăвне аталантарас, ГТО нормисене пурнăçлассине анлăлатас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприятисен планĕ пуян. Ку ĕçе Чăваш енри Ашшĕсен канашĕ, Физкультурăпа спорт, Вĕрентÿ, Ĕçлев министерствисем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пысăк тÿпе хывĕç.

Мероприятисен шучĕпе тĕрлĕ тĕлпулусем, спорт уявĕсем, ăмăртусем, ГТО фестивалĕ тата ытти те иртмелле.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник статьи


Следующее: В Вурнарском районе трое детей-сирот получили ключи от новых квартир

Предыдущее: В этом году в районах Чувашии построят 26 фельдшерско-акушерских пунктов



Поделиться!