Астăвăм кунĕ тĕлне

Подпишись на нас:

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче мĕнпур терактсенче шар курнисене халалласа çĕршывĕпе Астăвăм кунĕ пулчĕ.

Анлă иртрĕ вăл, терроризма хирĕç пĕр шухăшлă пулнине палăртса чылай мероприяти йĕркелерĕç. Унта районти библиотекăсем те хастар хутшăнчĕç.

Районти тĕп библиотекăна ытларикун «Терроризм без маски» урока поселокри 1-мĕш шкулти 6 класс вĕренекенĕсене чĕннĕ. Библиотекарьсем вĕсене Бесланти хăрушă синкер çинчен аса илтернĕ. Çав инкеке хăйсем курнисем каласа панисемпе, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем тата çар çыннисем çынсене çăлнă паттăрла тĕслĕхсемпе паллаштарнă. Ачасем кăсăкланса, пысăк çухатусемшĕн кулянса итленĕ. Терроризм сарăлассине чарма туслă пурăнмаллине палăртнă вĕсем.

Уравăшри библиотекăра та ачасемпе терроризма хирĕçле хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Бесланти шкулта ирсĕрсене пула вилнĕ вĕренекенсен ячĕпе çÿл пĕлĕте шурă шарсем вĕçтернĕ.

Кĕçĕн Кипекри библиотекăра вара «Терроризм – обществăшăн хăрушлăх» астăвăм сехечĕ иртнĕ. Çакăнпа пĕрлех ачасемпе хăрушă лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли пирки те калаçнă. Астăвăмпа асăрхаттару мероприятийĕсене ирттерессине районти мĕнпур библиотека ĕçченĕсем тÿпе хывнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.




Поделиться!