Чăваш ен – Китай: пĕрлешсе ĕçлесси вăйланать

Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Атăлçи федераци округĕпе Китай Халăх Республикин регионĕсем хутшăнса ĕçлессипе анлă лару уçăлать.

Чăваш ене икĕ кунлăха Китай тата ПФО регионĕсен делегацийĕсем йышлă килсе çитмелле. Пĕрлешсе ĕçлессин канашĕн ларăвĕнче суту-илÿпе экономика тата гуманитари облаçĕсенчи пĕрлехи проектсене пурнăçлассине сÿтсе явĕç.

«Волга-Янцзы» форматпа пĕрлешсе ĕçлесси Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата КНР председателĕ Си Цзиньпин хушăвĕпе 2013 çулта йăл илнĕ. 2014 çулта Шанхайра иртнĕ Раççей–Китай саммитĕнче пĕрлехи инвестици проекчĕсемпе ĕçлессипе Меморандум тата гуманитари сферинчи çыхăнусемпе Çул карттине алă пуснă. Çак çулах Самарăра иртнĕ Çавра сĕтелре Чăваш ен Экономика аталанăвĕн министерствипе Китай компанийĕсем пирĕн республикăра инвестици проекчĕсене пурнăçласси пирки виçĕ енлĕ килĕшÿ çырнă. 2016 çулта «Волга-Янцзы» форматпа ĕçлекен канаша туса хунă, унăн пĕрремĕш ларăвĕ Ульяновскра, иккĕмĕшĕ Китайра Хэфэй хулинче иртнĕ.

2014 çултанпа Раççей тата Китай ертÿлĕхĕ суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе 38 килĕшÿ тунă. Вăл шутра – Чăваш енре тăваттă. Экономикăра 70 ытла проект пурнăçа кĕмелле.

Ку енĕпе пирĕн республика «Сычуань – Чăваш ен» агропромышленность паркне тăвассипе ырă тĕслĕх кăтартать. Ăна çĕклессине Китайри «Сычуань Рейлвей Инвестмент» патшалăх корпорацийĕ хăй çине илнĕ. Проекта пурнăçа кĕртме пĕлтĕр республика территорийĕнче «Сычуань–Чăваш ен. Агропромышленность Суту-илÿ Компанийĕ» тулли мар яваплă общество туса хунă. Ун устав капиталĕ – 800 млн тенкĕ.

Паянхи куна компани ял хуçалăх ĕçĕсене Пăрачкав районĕнче ирттерет. Унта пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме 20 пин гектар çĕре ĕçе кĕртме палăртнă. ,çсене вырăнти подряд организацийĕсем пурнăçлаççĕ. Китай мĕнпур ĕçшĕн туллин, вăхăтра тÿлет.

Пĕтĕмпе вара Китай инвесторĕсем Чăваш ен экономикине 10 млрд тенкĕ ытла хывма палăртнă, вăл шутран 3,5 млрд тенки – 7000 пуç выльăх вырнаçмалăх сĕт комплексне çĕклеме. Пăрачкав районĕнче апата çакăн валли çитĕнтереççĕ те.

«Сычуань–Чăваш ен» ТМЯО тĕп агрономĕ Олег Яндимиркин халăхра çÿрекен вăйлă гербицидсемпе усă кураççĕ текен сăмахсем йăлтах суя пулнине çирĕплетет. Компани планĕнче – экологи тĕлĕшĕнчен таса, тĕнче рынокĕнче ытларах ыйтакан продукци туса кăларасси. Ахальтен мар ĕнтĕ выльăх апатне çитĕнтерме лайăх экологиллĕ Засурьене суйласа илнĕ. Пысăк репродуктивлă выльăха Европăра туянасшăн. Сиенлĕ «химипе» наркăмăшлас тенĕ пулсан ĕнесене çавăн пек хаклă хакпа туянмĕччĕç ĕнтĕ.

Курăмлă йывăрлăхсем тупăнаççĕ пулин те, пуçланă проекта вĕçне çитерессин шанăçĕ пурах. Чи çÿллĕ шайран хÿтлĕхе туйни те пулăшать. Май уявĕсем умĕн Пекинра пулнă май, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Китай ертÿлĕхĕпе икĕ çĕршыв партнерствине аталантарассине ахальтен сÿтсе явман ĕнтĕ.