Ĕçчен çамрăк ĕçе хавас

Подпишись на нас:

Хуçалăхра тăрăшакансен ĕç кунĕ графика пăхăнмасть. «Броневик» кооперативăн Мачамăш çывăхĕнчи люцерна уйĕнче каçхи ултă сехетре те техника кĕрлени илтĕнет.

– Уяр çанталăкпа усă курса сĕтеклĕ симĕс курăка хăвăртрах çулса пĕтересшĕн тăрăшатпăр. Ку люцерна пуссине 4 кун каялла тухнăччĕ, – пĕлтерчĕ Андрей Костин.

Çамрăк водитель ешĕл массăна сенаж траншейине турттарать. Унăн хурçă учĕ чăхăмламасть. Вăл ял хуçалăх машинин юсавлăхĕшĕн çанă тавăрсах тăрăшать. «Техника – хуçалăх чĕри» тенине яланах асра тытать.

«Броневик» кооперативра тăваттăмĕш çул вăй хурать. Андрей Костин кăçал утă та, кĕраки валли çĕр те хатĕрленĕ. ,çчен çамрăк кооператив аталанăвне сумлă тÿпе хывать. «Броневик» хуçалăхра çак вăхăт тĕлне 259 тонна утă, 1000 тонна сенаж янтăланă.

Андрей Костин тăван ялĕнче – Хăмăшра – пурăнать. Амăшĕ Любовь Ивановна пĕртен-пĕр ывăлĕпе мăнаçланать. Ара вăл çемье тĕрекĕ-çке. «Броневик» кооперативра кăна мар, район тĕп больницин васкавлă пулăшу станцинче те водительте ĕçлет. Çаврăнăçуллă, йăрă. Коллективра хисепре. Андрей Костинăн ашшĕ-амăшĕ те тăван хуçалăха аталантарассишĕн нумай çул тăрăшнă. Ахальтен каламаççĕ ваттисем: «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест».




Поделиться!