Чĕрчунсем валли суя эмелсем сутнă

Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чирсене пула йышлăн вилни эмелсем пирки сăмах пуçарма хистет. Анчах аптекăри пур эмелрен те уссине кĕтсе илме пулать-ши; Иккĕленÿ пушă вырăнта çуралман. Кăçалхи виçĕ уйăхра кăна Чăваш енре 50 тĕрлĕ ытла  контрафакт тата пахалăхсăр эмел куç тĕлне пулнă.

Сăмахран, «Антидиарейко» (Испани), «Байкокс» (Германи), «Биометросанит» (Раççей), «Тетразоль» (Раççей), «Йодометрин» (Раççей), «Кондиционер для аквариумной воды «Ихтиофор» (Раççей) ятлă тата ытти препаратсене ятарлă организацире тĕп тума тивнĕ.

Палăртмалла, Россельхознадзор хăйĕн сайтĕнче унта та кунта суя эмел тупса палăртни пирки пĕлтерсех тăрать. Çакнашкал пĕр хыпарлав хыççăн Чăваш Республикинче «Росветфарм» общество кăларнă ветеринарире усă курмалли «Чистотел для ухода за кожей» текен препарат тĕлĕшпе йĕркеленĕ тĕрĕслевсем нумаях пулмасть вĕçленчĕç. Суя 1599 флакон! Эмелĕ контрафакт  пулни пирки кăна мар, ку тата ытти препаратсене упрассин условийĕсене епле пăхăнни тĕлĕшпе те ыйтусем сиксе тухнă тĕрĕслевçĕсен.

Чăннипе, тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, эмелсене упрамалли условисене пăхăнманни, температурăпа нÿрĕклĕх шайне кăтартакан ятарлă приборсем пулманни – çине-çинех тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх.

Пĕтĕмĕшле илсен, лицензисĕрех сиплев япалисем сутни  те пулнă Чăваш енре, пĕлтĕр кăна 10 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ.

Сăмах май, 2016 çулта Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ Чăваш енре 24 лицензи панă. Паллах, кунччен аптекăсенче тĕплĕ тĕпчевсем ирттернĕ. Палăртса хăвармалла, паянхи кун тĕлне республикăра ку енĕпе ĕçлеме 64 лицензи илнĕ.

Çакна та каламасăр хăвараймăн, пĕлтĕрхи кашни тĕрĕслев тенĕ пекех çитменлĕхсем тупса палăртнă: Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Красноармейски, Шăмăршă, Муркаш, Элĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Улатăр районĕсенче, çавăн пекех Муркаш тата Шăмăршă салисенче, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка хулисенче.

Кăçалхи 3 уйăхра вара 13 тĕрĕслев ирттернĕ май Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Шăмăршă, Муркаш, Шупашкар районĕсенче тата Шупашкар, Куславкка хулисенче йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларма май килнĕ.

Ăçта тата мĕнле суя эмелсем тупни пирки   Россельхознадзорăн сайтĕнче    «Фармаконадзор» разделĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2678808&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Чĕрчунсем валли суя эмелсем сутнă" здесь: