Чи пахи – ăшă калаçу

Инвалидсен районти обществи сусăрсем хушшинче юнкун йĕркеленĕ Пулăç кунĕнче ырăлăх туйăмĕ чăннипех те вăйлă тапса тăчĕ. Хамăр районти, çавăн пекех Красноармейски районĕнчен килсе çитнĕ кашни çынна тимлĕхпе, ăшăлăхпа уйăрчĕç. Çакă пухăнисен чунĕсем уçă пулнипе, пурнăçра пĕрешкелрех шăпа килсе тухнипе пĕтĕçнипе çыхăнчĕ-тăр.

Мероприятие 50 ытла çын пухăнчĕ. Пулăçсем – 10-ăн ытла. Вĕсем тÿрех Кÿлхĕрри кÿлли çыранĕнче вырнаçрĕç те вăлтисене шывалла ывăтрĕç. Кашнинех ăнăçмарĕ, паллах, анчах çакă никама та кулянтармарĕ. Чи пахи – уçă сывлăш, тĕлĕнмелле илемлĕ тавралăх, унран та ытларах – ăшă калаçу. Çитменнине, Пулăç кунне ăмăрту валли кăна йĕркелемен-çке.

Пухăннисем пĕр-пĕринпе юлташла, туслăн калаçнине пăхма кăмăллă пулчĕ. Мĕн тери хитре юрлаççĕ тата вĕсем! Пăваялĕнчи Анна Пескован ал ĕçĕсем куçа илĕртеççĕ.

Калинино ял тăрăхĕн администрацийĕн, обществăн хастар хĕрĕсем чупса кăна ĕçлеççĕ – сĕтел хатĕрлеççĕ, пухăннисене тутлă çимĕçпе сăйлаççĕ. Кăмăл тăвакансем сĕтел çинчи вăйăсенче те киленме пултарчĕç.

Кĕçех ак Калининăри культура çурчĕн артисчĕсем килсе çитрĕç – купăс кĕввипе илемлĕ юрăсем парнелерĕç, пухăннисене ташлаттарса савăнтарчĕç.

Район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов чи-чи маттур пулăçсене чысларĕ. 1-мĕш вырăна Николай Сурнаев тухрĕ. Хăй вăл – Тăвай тăрăхĕнчен, мăшăрĕ вара – Кÿлхĕрринчен. 2-мĕш вырăнта Анатолий Игнатьев, 3-мĕшĕнче – Юрий Чайков. Иккĕшĕ те – Кÿлхĕрринчен.

– Мероприятие элĕксене те чĕннĕччĕ. Çанталăк ăмăртарах пулнипе килмерĕç, ахăртнех. Хамăр районтисем те хăшĕсем çак сăлтавпах тухмарĕç, – терĕ инвалидсен районти обществин председателĕ Владимир Викторов.

Мероприятие ирттерме пулăшнăшăн вăл Калинино райпо правленине, районти социаллă органсене тав турĕ.

– Паллах, çакнашкал тĕлпулусене сусăр çынсене ытларах явăçтарас килет. Пирĕн ял тăрăхĕнче акă 40-ĕн ытла вĕсем. Шел те, Пулăç кунне чĕнсен те нумайăшĕ килмерĕç. Пĕрле пулнине, калаçса чуна уçнине нимĕн те çитмест вĕт, – терĕ Калинино ял тăрăхĕнчи инвалидсен пуçламăш организацийĕн председателĕ Любовь Ефимова.

Пухăннисене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Ирина Смолина, социаллă тивĕçтерÿ центрĕн пуçлăхĕ Людмила Николаева ăшă сăмахсем каларĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2679087&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Чи пахи – ăшă калаçу" здесь: