Европа турнирĕнчен – ылтăн медальпе

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Танзиля Замалиева каллех тĕлĕнтерчĕ – Сочире вырăс шашкипе иртнĕ Европа первенствинчен тăватă медальпе таврăнчĕ.

Вунпĕр çулхи хĕрачасем хушшинче вăл тĕп программăра тата хăвăрт вăйăра 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Çиçĕмле вăйăра вара кĕмĕл медале çĕнсе илнĕ.

Пĕр вăхăтрах Сочире Р.Арутюняна, Ю.Павлова тата И.Козлова асăнса ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери шашка турнирĕ иртнĕ. Вăрнар хĕрачи унта та пултарулăх кăтартнă – 1-мĕш вырăн йышăннă.

Танзиля асăннă сумлă турнира Тутарстан команди йышĕпе хутшăннă. Ку ăнсăртран мар – хĕрачан кукашшĕ Григорий Иванович Степанов Вăрнарти ача-пăча спорт шкулĕнче ĕçленĕ хыççăн унта куçрĕ, халĕ Хусанти шашка-шахмат клубĕнче тăрăшать. Сăмах май, Европа турнирĕнче пултаруллă тренерăн икĕ вĕренекенĕ призлă вырăнсене лекнĕ.

Источник: http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2679085&gov_id=589&size=20
Чтобы получить полную инфрмацию и быть в курсе новостей, подписывайтесь на нас в Вконтакте и в Одноклассниках!

Отзывы, обсуждение обзора " Европа турнирĕнчен – ылтăн медальпе" здесь: